Промышленнăçпа суту-илÿ палатинче усламçăсем Раççей Патшалăх Думин депутачĕсемпе тĕл пулчĕç

Мĕншĕн Шупашкарти киосксене пăсма йышăннă тата «Маçтăрсен ялĕ» малашне мĕнле пулĕ? Çак тата ытти ыйтусене усламçăсем промышленнăçпа суту-илÿ палатинче хускатрĕç. Унта вĕсем Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутатчĕпе Анатолий Аксаковпа курса калаçрĕç.

Вероника Павлова, Александр Яковлев

Бизнеспа çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма 50 ытла çын килнĕ. Предпринимательсене хумхантаракан ыйту сахал мар. Нумаях пулмасть хула администрацийĕнче киосксемпе пĕчĕк лавккасене пăсмалли документ хатĕрленĕ. Унта пурĕ 300-е яхăн лаптăк кĕнĕ. Вĕсем хула урамĕсен илемлĕхне пăсаççĕ, çĕре тара илнĕшĕн документа вăхăтра тăсмаççĕ,- теççĕ влаç тытăмĕнче ĕçлекенсем. Усламçăсем вара пачах урăхла шутлаççĕ. Вĕсем каланă тăрăх, саккунпа килĕшсе ĕçлекенсене те çав шута кĕртнĕ. Анатолий Аксаков ку ыйтăва тĕплĕнрех пăхса тухма, кирлĕ çĕре çыру çырма сĕнчĕ.

- Нумайрах та, нумайрах ирттрермелле кун пек калаçусене, мĕншĕн тесен, влаç та ăнланать, обществă та ăнланать. Кашни çын хăй яваплă. Татса памалли ыйтусене пĕрле пухăнса сÿтсе явни – аван, - тет «Сувар» фонд ертÿçи Владимир Тяпкин.

Арбатри маçтăрсен лапамĕн шăпи те нумайăшне хумхантарать. Уйрăмах сувенир сĕнекен лавккасем. Вĕсем хăнасене яланах хăй евĕрлĕхĕпе тата капăрлăхĕпе илĕртеççĕ.

- Пире хула администрацийĕ урăх вырăна куçарасшăн. Пире ку лайăх пек туйăнмасть. Унта туристсем пырса çÿремеççĕ, халăх сахал, - тет «Маçтăрсен ялĕнче» ĕçлекен Зоя Игнатьева.

Политиксемпе усламçăсем нумай ыйту сÿтсе яврĕç. Предпринимательсем тĕрлĕ йышши субсидисемпе тата налукпа çыхăннă йытусене хускатрĕç. Калаçу уçă та кăсăклă пулчĕ.

- Çакнашкал тĕл пулусем нумай ыйтава уçăмлатма май параççĕ, -тет Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Олег Николаев.