Шупашкарти трикотаж фабрикинче ĕç укçи йĕркеллĕ тÿлемеççĕ

Ĕç укçи тÿлессипе республикăри тепĕр предприятире лару-тăру çивĕчленнĕ. Шупашкарти трикотаж фабрикинче 3-мĕш уйăх шалу йĕркеллĕ памаççĕ. Тÿсĕм пĕтнĕ çынсем предприяти умне пухăнчĕç.

Леонид Петров, Александр Яковлев

- Пире раштав уйăхĕнчен укçа памаççĕ. Мĕнле пурăнмалла? Камăн кредит, камăн сатикшĕн тÿлемелле, - тет фабрикăра ĕçлекен Альбина Михайлова.

Предприятире тăрăшакансем ахальтен мар хумханççĕ. Ĕçлекенсем умĕнчи парăм паянхи куна 6 миллион тенке çитнĕ. Лару-тăру хăçан лайăхланасси паллă мар. Пуçлăхсем те час-час улшăнаççĕ. Пухăннисенчен чылайăшĕ кунта нумай çул тăрăшаççĕ. Урăх ĕç тупма йывăр вĕсене.

- 18 çулта килнĕ те, пĕр улшăнмасăр çакăнта ĕçлетĕп. Пĕтĕм пурнăç çакăнта иртнĕ, - тет фабрикăра ĕçлекен Любовь Сергеева.

Çынсем ĕçсĕр аптраççĕ. Уйăхне пĕрер, икшер е виçшер кун кăна станок умне тăраççĕ. Пуш уйăхĕнче пачах ĕçлемен.

- Паян ĕç укçи 10 пин те тухмасть пирĕн: 7, 8, 5 пин те илни пулнă, - тăсать сăмахне Альбина Михайлова.

Кăçалхи нарăс уйăхĕнче ĕç тăвакан директор пуканне йышăннă Наталья Емельянова пухăннисене фабрикăна шала кĕме йыхравларĕ. Ĕнертен раштав уйăхĕшĕн ĕç укçи тÿлеме тытăннине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех эрне вĕçĕнче кăрлач уйăхĕпе çыхăннă парăма пĕтермелле. Ертÿçĕсем предприятие ака уйăхĕн пуçламăшĕнче туллин ĕçлеттерсе яма шантараççĕ. Хальлĕхе станоксем чарăнса ларнă. Материал туянма укçа –тенкĕ çитмест. Ку тĕлĕшпе банкран кредит илме документсем тăратнă. Продукцие туянас текенсем пур, апла пулсан çынсем ĕçсĕр лармĕç, терĕ çĕнĕ пуçлăх. Трикотаж фабрикинчи лару-тăрăва Правительствăра та асăрхасах тăраççĕ. Экономика министрĕ Владимир Аврелькин предприяти çывăх вăхăтра кал-кал ĕçлессине çирĕплетрĕ. Вăл хупăнма пултарасси пирки сăмах та çук, терĕ.