Шупашкарти çăкăр пĕçерекен 1-мĕш заводра çĕнĕ лини хута янă

Çĕршывра ял хуçалăх продукцине туса илесси кăçал вăтамран 4 процент ÿсмелле. Пĕлтĕрхи кăтартусем те пĕчĕкех мар. Апат-çимĕç тирпейлекен промышленность предприятийĕсен вĕсем уйрăмах лайăх. Çитĕнÿсем тума модернизаци программине хутшăнни пулăшать.

Светлана Позднякова, Вероника Павлова, Павел Иритков

Шупашкарти çăкăр пĕçерекен 1-мĕш завод та пурнăç таппипе тан пырать. Нумай пулмасть ăна çĕнĕ йышши хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Çакă ĕçе самай çăмăллатать. Енчен те малтан çак линипе 12 çын тăрăшнă пулсан, халĕ иккĕн те ĕлкĕрсе пыраççĕ. Ăслă машина нумай ĕçе хăйĕх тăвать.

- Çак линие хута яни ĕçлекен çынсен ĕçне çăмăллатма пулăшрĕ. Пĕтĕм линие автоматсем пăхса тăраççĕ. Вĕсем чустана тата та лайăхрах пиçсе çитме пулăшаççĕ, - тет Галина Иванова çăкăр пĕçерекен.

Предприятире ĕç тухăçлăхĕ те, продукци калăпăшĕ те ÿснĕ. Паян кунта 290 яхăн тĕрлĕ çăкăр-булка, пылак çимĕç пĕçереççĕ. Производствăна çĕнетнĕ хыççăн ĕçсĕр никам та юлман. Вырăн пурин валли те пур. „Заводра ытларах хĕрарăмсем тăрăшаççĕ, вĕсен ăста аллисĕр çемçе те кăпăшка, тутлă çăкăр пĕçереймен пулăттăмăр. Çавна май вĕсен ĕçне çăмăллатас тĕллев пирĕн“, - теççĕ предприятире.