Паллă бизнесмен тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе хупнă

«СУОР» компанин генеральнăй директорĕ тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе хупнă. Йĕрке хуралçисем Владимир Ермолаева налук тӳлеменнишĕн айăпланă.

Вероника Павлова, Оксана Баскакова, Александр Яковлев

Паллă бизнесмен патшалăх умĕнчи тивĕçе 2014 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа 2015 çулхи раштав уйăхĕччен пурнăçламан. Бюджета 139 миллион та 600 пин тенкĕ куçарман. Пенисемпе штрафсене пула парăм 161 миллион тенке çитнĕ.

- Уголовлă ĕç пуçарнă хыççăн айăпланакан парăма тӳлесе татнă. Следстви комитечĕ уголовлă ĕçе хупнă, - пĕлтерет РФ следстви комитечĕн ЧР Управленийĕнчи инспектор Ольга Ермолаева.

Сăмах май, Чăваш Енре пĕлтĕр налук тӳлеменнипе çыхăннă 10 уголовлă ĕçе пăрахăçланă. Кăçал следстви комитечĕ тата тепĕр виçĕ ĕç хупнă. Хыснана 168 миллион тенкĕ тавăрнă.