Штраф тÿлес килмесен, юраман вырăнта машинуна лартса ан хăвар

Хĕлле тĕп хулари çулсене тирпейлеме ирĕклĕрех пултăр тесе 800 паллă вырнаçтарнă. Апла пулин те вĕсене пăхăнман водительсем час-час тĕл пулаççĕ. Çавăн йышшисене хирĕç мĕнле майпа кĕрешнипе пирĕн корреспондент Леонид Петров паллашрĕ.

Леонид Петров, Виктор Степанов

Хула урамĕсене пăхса тăма „ДОРЭКС” предприятин техника та, çынсем те çителĕклĕ. Анчах ĕçе тивĕçлĕ тума картишсенче тата çул хĕррипе лартса хăварнă транспорт кансĕрлет. Вĕсене пула юр хыракан техника чылай вырăна кĕрсе тухаймасть. Кун пек чухне автомашинăна эвакуацилеме тивет.

- Çул хĕррипе питĕ нумай машин тăрать. Хĕлле те, çулла та çуркунне те пире ĕçлеме кансĕрлеççĕ, – тет Альбина Федорова рабочи.

Хальхи рейд Трактортăвакансен проспектĕнче иртрĕ. Вырăнти çулсене 5 çăмăл машинăран ирĕке кăларчĕç. Юрпа витĕннĕскерсене хуçисем тахçанах хускатманни курăнать. Вĕсене тĕп хулари Гараж хуçалăхĕн стоянкисене куçарса кайрĕç. Саккунлăха çул-йĕр инспекторĕ пăхса тăчĕ. Эвакуатор вырăнтан тапраниччен автомобиль хуçи тупăннă пулсан, машина тавăрăччĕç. Çул сарлака мар пулин те, ăна юртан тасатма сехете яхăн вăхăт кирлĕ пулчĕ.

Эвакуациленĕ машинсене хуçисем тĕп хулари Эгер бульварĕнчи 4 „а“ адреспа е Лапсар тăкăрлăкĕнчи штрафстоянкăра шыраса тупма пултараççĕ.

- 2016 çулта 4000 машин эвакуациленĕ. Кăçал - 800 яхăн, – пĕлтерет хулари „Гараж хуçалăхĕ“ дирекцири пай пуçлăхĕ Владислав Алешев.

Паллах, куçарса кайнă машинăна укçалла илсе тухма тивĕ. Пĕр сехет упранăшăн 54 тенкĕ тÿлемелле. Çавăн пекех эвакуатор чупнă кашни çухрăмшăн çиелтен тата 182 тенкĕ хушмалла. Тăкак тÿсес мар тесен, машина тĕрĕс лартса хăвармалла.