Шкула кайма заявленисем черетсĕр тата чăрмавсăр йышăнаççĕ

Республикăри шкулсем пĕрремĕш класа каякансенчен заявленисем йышăнма тытăнчĕç. Халĕ ашшĕ-амăшĕн ытти çулти пек кунĕн-çĕрĕн черет тăмалла мар. Пĕлтерĕшлĕ ĕçе хальхи технологисем лайăхрах йĕркелеме пулăшаççĕ. Тĕп хулари шкулсенчен пĕринче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ пулса курчĕ.

Надежда Александрова, Константин Козлов

Шупашкарта пĕрремĕш хут парта хушшине ларакансен йышĕ çулсерен 10 процент ÿссе пырать. Кăçал пуçласа шкула каякансен шучĕ 7 пине çитĕ. Ашшĕ–амăшĕ черетре вăхăта ан ирттерчĕр тесе халĕ заявленине электронлă майпа пама пулать. Çакăн валли «Образовательные услуги» портал ĕçлет. Çавăн пекех шкула пырса та операторсем урлă кирлĕ информацие хăварма май пур.

Ленин районĕнче пурăнакансенчен завявленисене кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче йышăнма тытăннă. Калинин районĕ валли карлач уйăхĕн 31-мĕшне уйăрнă. Мускав районĕнче пурăнакансемшĕн вара сайт нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен усăллă пулĕ.

Халĕ ашшĕ-амăшĕ «Образовательные услуги» портала кĕрсе заявлени çырма пултараççĕ. Электронлă документра малтан хăйсем çинчен пĕлтермелле, кайран ача пирки çырмалла. Çавăн пекех мĕнле адреспа пурăннине палăртмалла. Сайт ачан хăш шкула каймаллине хăйех кăтартать. Ун хыççăн 7 кунра шкула документсем илсе çитермелле. Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне портал урлă пурĕ 1777, ведомствăн системи урлă 624 заявлени йышăннă.
Ачасене пĕрремĕш класа çырăнтарма 54-мĕш шкулта пурĕ 5 оператор хатĕрленĕ.

- 9 сехетрен пуçласа 11-чен пурĕ 140 заявлени йышăнтăмăр. Иртнĕ çулта ашшĕ-ăмăшĕ каçпах черет йышăннă пулсан, халĕ вĕсем вăхăтне перекетлеççĕ,- тет чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Валентина Трифонова.