Чăваш ЕН хыпарĕсем - „Вести ФМ“ радиостанципе

Пирĕн компанири радиовещани службишĕн паян пĕлтерĕшлĕ кун. „Вести ФМ“ федераци каналĕпе пĕрремĕш хут республикăри кăларăмсем янăрама пуçларĕç.

Владимир Тимофеев, Надежда Давыдова, Владимир Синдеев

Пирĕн ĕçтешсем ахаль кунра 11, шăматкунпа вырсарникун 10 хут эфира тухĕç. Тĕпрен илсен, хыпарсен кĕске кăларăмĕсем пулĕç.

- Хыпарсем чи çĕннисем, пĕлтерĕшлисем пулĕç. Вĕсем пирĕн пурнăçпа çыхăннисем, кунти çынсене хумхантараканнисем. Унсăр пуçне канмалли кунсенче 15 минутлă 1 каларăм, ĕç кунĕсенче 3 кăларăм пулать. Унта спорт, экономика, обществăлла пурнăç тата ытти пирки те калаçăпăр, - пĕлтерет „Чăваш Ен“ телерадиокомпанин радиовещани службин ертÿçи Эльвира Тимофеева.

„Вести ФМ“ çĕршыри чи анлă сарăлнă радиостанцисенчен пĕри. Ăна 60 ытла хулара итлеме пулать. Шупашкар çак йышлă çемьере 62-мĕш. Пирĕн республикăра çĕнĕ радиостанци тĕп хулара, ун çывăхĕнчи районсенче тата Çĕнĕ Шупашкарта 98 та 5 мегагерц хумсемпе эфира тухать. Ăна радиоприемникпе çеç мар, он-лайн мелĕпе компьютерпа, планшетпа тата телефонпа итлеме пулать. Водительсем те пĕр чăрмавсăр Раççейри тата республикăри хыпарсемпе паллашма пултараççĕ.