100 çул тултарнă ветерана Михаил Игнатьев саламларĕ

Вăрăм ĕмĕрлĕ кинеми пĕр кунра пĕлтерĕшлĕ икĕ сăлтавпа саламсем йышăнчĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕ, отставкăри милици лейтенанчĕ Ксения Редькова 100 çул тултарчĕ. Çак ятпа ăна Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх награди парса чысларĕ.

Мария Николаева, Игорь Ульянов

Ксения Прокопьевна сумлă хисепе чăннипех те тивĕç. Ветеран çулĕсене кура мар çирĕп, çав вăхăтрах тарават та ăшпиллĕ. Çĕр çине килнĕренпе пĕр ĕмĕр иртнĕ пулин те, унăн куçĕсем çунаççĕ, ытамĕпе пĕтĕм тĕнчене çупăрлама хатĕр тейĕн. Хисеплĕ ватăна паллă кунпа саламлама Республика Пуçлăхĕ çитрĕ. Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн телеграммипе паллаштарчĕ. Эсир вăрçă витĕр тухса çĕршыва ура çине тăратнă, паянхи пурнăç никĕсне хывнă, терĕ. Ксения Редькован шăпи çăмăл пулман. 1941 çулхи раштав уйăхĕнче ăна çара илсе кайнă. Фельдшерсен шкулĕнчен вĕренсе тухсан, вăрçăра аманнисене сипленĕ, тухтăр ĕçне çамрăксене вĕрентнĕ. Киле хĕр-салтак нумай наградăпа таврăннă. Вĕсен йышĕнче «Хĕрлĕ Çăлтăр», «Тăван Çĕршывăн аслă вăрçин 2-мĕш степенлĕ» орденсем, «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Берлина илнĕшĕн“, „Будапешта илнĕшĕн» медальсем тата ыттисем те. Вăрçăран таврăнсан Ксения Прокопьевна мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен 35 çул шалти ĕçсен тытăмĕнче вăй хунă.

- Ветерансен организацинче вăл паллă çын пулнă. Яланах çамрăксемпе пулнă, вĕсене пулăшнă, - тет шалти ĕçсен тата вăрçă ветеранĕсен республикăри пĕрлешĕвĕн ертÿçи Михаил Киселев.

Çулĕ сахал мар пулин те Ксения Прокопьевна обществăлла пурнăçра хастар, шалти ĕçсен министерстви йĕркелекен патриотла ĕç-пуçа хаваспах хутшăнать. Çемйине те чун ăшши парнелет. Ксения Редькован 3 ывăл, 5 мăнук, 2 кĕçĕн мăнук. Чи çывăх çынсем савăнăçлă кун унпа пĕрле пулчĕç.