„Амăшĕн капиталĕ“ пулăшать

Чăваш Енри çемьесем пĕлтĕр амăшĕн капиталне 3 миллиард çурă тенкĕлĕх тивĕçнĕ. Пĕтĕмпе 8 пин сертификат алла панă.

Алексей Енейкин, Лидия Галактионова, Павел Иритков

Иртнĕ çул чылай çемье амăшĕн капиталĕ шутĕнчен пĕр хут паракан тӳлевпе усă курнă. Пенси фончĕ çак программăна икĕ тапхăрпа ирттерчĕ. Çемьесем малтан 20 пин, кайран 25 пин тенкĕ илме пултарчĕç. 2016-мĕш çулта кун пек пулăшăва республикăри 19 пин çемьене панă. Пĕтĕмпе иртнĕ 10 çулта Федераци программипе Чăваш Енри 74 пин çемье 18 миллиард тенкĕ тивĕçнĕ. Нумайăшĕ çак укçана çурт-йĕр тунă çĕрте е çĕнĕ хваттер туянма усă курнă. Капитал шутĕнчен çавăн пекех ачана вĕрентнĕшĕн тата сатикшĕн тӳлеме пулать.

- „Амăшĕн капиталĕ“ проект малалла тăсăлать. Шанас килет, пирĕн республикăри çынсем çак укçапа усă курĕç, - палăртать РФ пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçи Роза Кондратьева.