Шупашкарта Раштав уявĕ иртрĕ

Раштав уявне йăлана кĕнĕ ыркăмăллăх елкипе паллă турĕç. Урамра вăл кун 30 градус сивĕ тăчĕ пулин те, Оперăпа балет театрне халăх лăк тулли пуçтарăнчĕ. Уяв тыткăнĕнче Надежда Александрова корреспондент пулса курчĕ.

Надежда Александрова, Лидия Галактионова, Павел Иритков

Православи тĕнне ĕненекенсен ыркăмăллăх елки Чăваш енре 18 хут иртрĕ. Уявăн уйрăмлăхĕ - концертра чун тата тĕн темипе çыхăннă номерсем кăна. Йăлана кĕнĕ йĕркепе пухăннисене Варнава митрополит саламларĕ, чиркÿ çынни пехиллерĕ. Уявра Библи тăрăх викторина иртрĕ. Ачасемпе аслисем кăмăлтан ыйтусене хуравларĕç. Волонтерсем пурне те пылак кучченеç - шоколадсем валеçсе пачĕç.

Раштав концертне пурĕ 300 яхăн çамрăк артист хутшăнчĕ. Канашран вара 2 ушкăн пулчĕ. «Солнышко» хорпа 11-мĕш шкулти православи класне хулари музыка шкулĕн директорĕ Лиана Андреева илсе килнĕ.

Шартлама сивве пăхмасăр чи малтан концерта Çĕрпӳри ташăçсем çитрĕç, пушă вăхăтпа усă курса уява тĕплĕнрех хатĕрленчĕç. Ача-пăча ÿнер шкулĕнчи «Веснянка» ансамбль пурне те «Зимушка» ташăпа тыткăнларĕ. Программăра çавăн пекех халăх ташшисем те пулчĕç. Оперăпа балет театрĕн сценине уйрăмах пĕчĕк пирĕштисем илем кÿчĕç. Нумайăшĕн кăмăлне çак кун чан сасси çĕклерĕ. Илья Михайлов хăйне евĕрлĕ инструментпа вальс, Мăнкун тата уяв шăнкăравĕсене каларĕ.

Раштав елкине ирттерессипе яланхи пекех «Рождество» ыркăмăллăх фончĕ тăрăшнă. Анчах ытти çулти пек кăçал пĕрлешÿ грант çĕнсе илеймен. Çавăнпа та парнесене туянма предприятисемпе организацисем, ахаль çынсем пулăшнă.

- Тĕллевлĕ укçа-тенкĕ уйăрман пулин те, тĕнче ырă çынсемсĕр мар, - тет ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов.

Уяв концерчĕ тĕнчене юрату тытса тăни çинчен калакан юрăпа вĕçленчĕ. Ăна Галина Никитина шăрантарчĕ. Куç курман юрăçа «Очарование» ушкăнри пĕчĕк артистсем пулăшрĕç.

- Уяв питĕ килешрĕ. Уйрăмах куç курман хĕрача тыткăнларĕ, - палăртать хулари 50-мĕш шкулта вĕренекен Анеслу Иванова.

Унпа Мускаври шкулта вĕренекен Дима Руссаков та килĕшет:
- Питĕ кăмăла кайрĕ. Кунта ачасем юрларĕç, сăвăсем каларĕç, - тет вăл.