Перекетлĕ те çирĕп кайăк çулĕ çывхарать

Хĕвел тухăç календарĕпе 2017 çул палли - Хĕрлĕ автан. Вăл мĕнле кайăк тата унран мĕн кĕтмелле?

Мария Николаева, Виктор Степанов

Ялта автан пĕрремĕш вăранать, çынсене çĕнĕ кун килни пирки пĕлтерет. Тухăç халăхĕсен шучĕпе çитсе килекен Хĕрлĕ Автан çулĕ пурнăçа çĕнĕлĕх нумай илсе килĕ.

Ку килти кайăк ялти кашни хуçалăхра тенĕ пекех пур. Шупашкарта вара ăна шыраса Николаев ячĕллĕ паркри чĕр-чун кĕтесне çитрĕмĕр. Çĕр çинчи 400 яхăн тĕсрен кунта 4 тĕрли пурăнать - чи кăсăклă та чи илемлĕ тата хамăр тăрăхри ахаль ăрат. Автан пек çапăçаççĕ тени пирĕн читлĕхсенчисем пирки мар, палăртаççĕ кунта ĕçлекенсем. Уйрăмшарăн пурăнсан вĕсем ырă кăмăллă, алăран та çиеççĕ. Чăххи-чĕппи пулсан вара вĕсене хÿтĕлесе сăхса илме те пултараççĕ. Автансем перекетлĕ, çирĕп йĕрке юратаççĕ, хăйсем хитрине ăнланса кăшт вĕçкĕнленме пăхаççĕ. Астрологсен шучĕпе çак тарават та çивĕч кайăк çулĕнче никама та кичем пулмĕ. Шупашкарта пурăнакансем ăна ырă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илме хатĕрленеççĕ.

Автан пур халăх культуринче те çутă, ырă сăнар. Вăл тепĕр уйăхран кăрлачăн 28-мĕшĕнче çеç вăй илĕ. Тен, çавна май хальлĕхе зоокĕтесре çулталăк паллинчен ăнăçу ыйтма килекенсем çукпа пĕрех. Социаллă сетьсенче вара çынсем пĕр-пĕрне автанлă роликсемпе саламлама пуçланă.