Муркаш районĕнче хоккей турнирĕ иртрĕ

Ăна калмăккассисем хăйсен ентешне, Афганистанра салтак тивĕçне пурнăçланă Михаил Кожакова асăнса йĕркелерĕç.

Надежда Александрова, Вячеслав Ильин

Калмăккасси пысăк мар — пурĕ те 45 кил кăна, апла пулин те кунта пурăнакансем хăйсен тăван кĕтесне юратаççĕ. 5 çул каялла Афганистанри вăрçă ветеранĕ Михаил Кожаков ертсе пыракан ушкăн ялта хоккей курупки йĕркеленĕ. Çур миллион тенкĕ пурте пĕрле пуçтарнă, вырăнти администраци те пулăшнă. Халĕ каток ял çыннисен чи юратнă вырăнĕ шутланать.

- Паянхи кун Муркаш районĕнче 4 хоккей курупки. Пурте ĕçлеççĕ, - тет район администрацийĕн физкультурăпа спорт секторĕн ертӳçи Михаил Николаев.

Михаил Кожаков Кубокĕшĕн иртнĕ 4-мĕш турнирта 4 ял - Юнкă, Сыпайкасси, Шурча тата Калмăккасси ушкăнĕсем тупăшрĕç. Пĕрремĕш вăйă нумайĕшĕшĕн кĕтменлĕх пулчĕ. Пĕлтĕрхи çĕнтерӳçĕ - Юнкă команди 7:4 шутпа хуçасене выляса ячĕ. Вĕсене куракансем хавхалантарни те пулăшрĕ, паллах.

- Калмăккасси командинче пирĕн аттесемпе пиччесем выляççĕ. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр, - тет Анастасия Смирнова куракан.

Тепĕр вăйăра та куракансем хастар пулчĕç, çавах сыпайкассисем хуçасене 6:4 шутпа çĕнтерчĕç. Юнкăсем бронза медале тивĕçрĕç, шурчасене 6:2 шутпа парăнтарчĕç. Ялти хоккей турнирĕпе спорт тапхăрĕ пуçланчĕ. Йĕлтĕр йĕрне те хатĕрленĕ. Çавăнпа Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем Сĕнĕ çула лайăх кăмăлпа кĕтсе илĕç.