Чи лайăх служащисен ячĕсем паллă

Дипломсемпе хаклă парнесене муниципалитет тата патшалăх органĕсенче тăрăшакан 12 çын тивĕçрĕ. Ку тытăмра ĕçлекенсен сумне ÿстерес тĕллевпе чыслава кăçал Правительство çуртĕнче ирттерчĕç.

Мария Николаева, Надежда Андреева, Константин Козлов

Ку конкурса республикăра 6-мĕш хут йĕркелерĕç. «Патшалăхăн чи лайăх граждански служащи» номинацире 1-мĕш вырăна Юстици тата пурлăх министерствинчи пай пуçлăхĕ Светлана Баранова тивĕçрĕ. Вăл конкурса тăратнă ĕçе кăсăклă тунă, проекта сăвăласа çырнă. Сăмах май, ытти ведомствăсемпе танлаштарсан, юстици министерствинче хĕрарăмсем чи нумаййи - 92 процент. Муниципалитет шайĕнчи учрежденисенче ĕçлекенсен конкурсне вара Чăваш енре кăшт каярах, 5 çул каялла пуçарнă. Ку номинацире чи лайăххи - Патăрьел районĕнчи Хирти Пикшик ял тăрăхĕнчи специалист-эксперт Марина Исаева.

- Çакăн пек конкурссем малалла ĕçлеме вăй-хал параççĕ. Хампа пĕрле ĕçлекенсене тав калас килет. Ушкăнпа тăрăшсан кăна ăнăçу тума пулать, - тет конкурс çĕнтерÿçи.

«Хула тата ял тăрăхĕсенчи чи лайăх служащи“ номинацире Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç администрацинчи специалист диплома тивĕçрĕ. 3-мĕш вырăна тухнă Татьяна Иванова ку ĕçре 10 çула яхăн тăрăшать.

- Эп 2006 çултан ĕçлетĕп. Малтан бухгалтеринче тăрăшнă. Ĕçĕ нумай, çавах та кăсăклă. Халăхпа ĕçлетпĕр, - тет Татьяна Иванова.

Паянхи кун Республикăра патшалăхăн 1300 яхăн служащийĕ. Иртнĕ 7 çулта вĕсен йышне 400 çын чакарнине кура ку тытăмра ĕçлекенсен халĕ ытларах тăрăшма тивет.