Шкулта вĕренекенсем чиркÿсем пирки фильм ÿкереççĕ

Документлă фильм православи тĕнĕ çинчен ытларах пĕлме пулăшĕ. Шупашкарти 59-мĕш шкулта вĕренекенсем хăйсем тăрăшнипе хулари чиркӳсем пирки кĕске метрлă кино ӳкернĕ. Пултаруллă çамрăксем «Çĕнĕ курăм» инклюзивлă киностудине çӳреççĕ. Ăна шкулта йĕркеленĕ. Вĕренекенсен ĕçне хаклама сумлă хăнасем çитрĕç.

Вероника Павлова, Александр Яковлев

«Çĕнĕ курăм» инклюзивлă киностуди проекчĕ халăхсем хушшинчи конкурсра палăрнă. Грант укçипе видеокамера, штатив тата микрофон туяннă. Кинопа кăсăкланакансене пурне те ушкăна илнĕ. Вĕсен хушшинче сусăр ачасем те пур, тантăшĕсемпе танах тăрăшса ĕçлеççĕ.

Виçĕ тĕрлĕ чиркӳ, кашнинех пуян истори. Документлă фильм ӳкернĕ вăхăтра вĕренекенсем ăçта кăна пулман пулĕ. Нумай вăхăт библиотекăра ларнă, тĕпченĕ. Пултарулăхне аталантарас тесе пирĕн компанире темиçĕ хутчен пулнă, журналист тата опертор ĕçĕпе тĕплĕнрех паллашнă.

- Ачасене питĕ интереслĕ пулчĕ. Вĕсем нумай çĕнĕ япала пĕлчĕç. Тĕслĕхрен, телевиденине кайса килчĕç. Диктор тата режиссер ĕçĕпе паллашрĕç, - каласа кăтартать 59-мĕш шкулта вĕрентекен Зоя Дмитриева.

Документлă фильм ÿкерме ансат мар: кирлĕ материал пухнă хыççăн унпа чылай ĕçлемелле. Шкул ачисем каникул вăхăтĕнче те ахаль ларман. Çамрăксен пултарулăхне хаклама чиркÿ çыннисем, тĕрлĕ организаци ертӳçисем çитрĕç.

- Пĕрремĕш хут тенĕ пекех хамăр чиркӳсене курса тĕлĕнтĕмĕр. Мĕнле вĕсене кăсăклă кăтартма пулать. Экран çинче тата та урăхла курăнаççĕ, - тет Гурий архимандрит.

Пуçаруллă çамрăксем çакăнпа кăна çырлахасшăн мар, вĕсем малалла ĕçлесшĕн. Хулари чиркӳсемпе пĕрлех республикăри Турă çурчĕсем пирки те каласа кăтартасшăн. Апла пулсан, канмалли кунсем пирки каллех манмалла пулать.