Красноармейскисем Элли Юрьев çулталăкне пĕтĕмлетрĕç

Раççейре кино, Чăваш енре ĕç çынни, Красноармейски районĕнче Элли Юрьев çулталăкĕ вĕçленчĕ. 2016-мĕш район кун-çулĕнче мĕнле йĕр хăварнине тракенсем пухура пĕтемлетрĕç.

Мария Николаева, Юрий Васильев

Тухса калаçакансем 15 çул каялла пурнăçран уйрăлнă Совет Союзĕн, Раççей тата Чăваш халăх художникне, Чăваш Республикин Константин Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреатне, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинне Элли Юрьева ырăпа аса илчĕç. Вăл тăван халăх валли тунă пархатарлă ĕçсене шутласа çитерме те çук. Элли Михайлович Чăваш Республикин ялавĕпе гербĕн тата Шупашкар паллин авторĕ.

- Сăрăпа ÿкерессипе те, тĕп хулана сăн- сăпат кĕртессипе те нумай ĕçленĕ. Çĕршер кĕнекене унăн ÿкерчĕкĕсем сăнарлăх кĕртеççĕ, - тет чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер.

Иртнĕ çул районта Элли Юрьева халалланă ĕç – пуç нумай йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра уйрăмах кирлĕ профессисен сумне ÿстерессипе те чылай тăрăшнă. Çавна май пухура ĕç паттăрĕсене тав хучĕсемпе чысларĕç. Район аталанăвне сумлă тÿпе хываççĕ вĕсем.

- Çулталăк кăтартăвĕсем лайăх. Промышленность енĕпе те, ял хуçалăхĕнче те. Çĕнĕ фермăсем тăватпăр, - палăртать район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Молотков.

Пухура районăн çитес çулхи тĕллевĕсем пирки те калаçрĕç. 2017 çул Аннепе атте çулталакĕ пулнă май çемьесене çирĕплетес тата пулăшу парас тĕлĕшпе ытларах ĕçлеме палăртрĕç.