Ăшăлăх парнелекен курав

Çăмран ăсталанă кӳлепесем чĕрĕ тейĕн. Çакăн пек илемлĕхе Ирина Андреева маçтăр тăвать. Унăн ĕçĕсемпе Шупашкарти курав центрĕнче Вероника Павлова корреспондент паллашрĕ.

Вероника Павлова, Михаил Солин

Курав тӳрех хайĕн ăшшипе тыткăнлать. Вăл чунра çутă та ырă туйăмсем вăратать, ачалăха таврăнма май парать. Çăмран тунă кĕлеткесем пурте чĕрĕ тейĕн. Ирина Андреева маçтăра хамăр çĕршывра анчах мар, чикĕ леш енче те лайăх пĕлеççĕ. Унăн ĕçĕсем Шупашкар çыннисене пĕр хĕл анчах мар ăшăтаççĕ. Пĕлтĕр вăл çуллахи вăхăта сăнланă пулсан, кăçал хĕллехи кунсене халалланă курав йĕркеленĕ.

- «Ăшă кун» куравра хăйĕн ачалăхĕ çинчен каласа парать. Кунти япаласем нумай çынна ачалăха аса илтереççĕ. Курав, чăнах та, ăшă, кăмăллă, - палăртать Ольга Кушманова экскурсовод.

Асамлă тĕнчепе сехечĕ-сехечĕпе киленме пулать. Акă, хĕрачапа кушак çури. Весем кунĕн-çĕрĕн пĕрле. Хĕвелпе вăрансан тӳрех выляма пуçлаççĕ, тута хĕретмелли писевпе пĕр-пĕрне илемлетеççĕ, юр кĕлетки ăсталама пикенеççĕ. Кунта вара пельмень хатĕрлеççĕ, чăрăша тĕрлĕ теттепе илемлетеççĕ. Хутран юр пĕрчисем ăсталаса кĕпе вырăнне шӳтлесе тăхăнаççĕ. Çăм кӳлепесем чăн маррине ĕненме те йывăр. Ачасем вĕсене тӳрех тĕрĕслесе пăхасшăн.

Çăмпа ĕçлеме çăмăл мар. Ăна малтан вĕри шывпа йĕпетмелле, кайран кирлĕ хурăм кÿрес тесе сахал мар вăй хумалла.

- Шкаф, комод, холодильник, пукан, юр кĕлетки тата кушакĕ ― пурте çăмран. Вăл чăнах та пите йывăр. Курав пурне те кăсăклă пулма кирлĕ, - тăсать сăмахне Ольга Кушманова экскурсовод.

Куравпа паллашнă хыççăн мастер-класс ирттереççĕ. Ачасем тăварлă чустаран пельмень ăсталама вĕренеççĕ, лавр çулçипе илемлетеççĕ. Хăйсем тунă парнене киле илсе кайма пултараççĕ. «Ăшă кун» куравпа пур кăмăллакан та паллашма пултарать. Вăл Шупашкарти курав центрĕнче нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕччен ĕçлĕ.