Производствăра сусăрланнисене машинсем пачĕç

Кăçал çакнашкал пулăшăва республикăри 14 çын тивĕçрĕ. Çĕнĕ автомобильсен хуçисемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ паллашрĕ.

Мария Николаева, Екатерина Храмкина, Александр Яковлев

Николай Мрчеев Муркаш районĕнчи Нискассинчен. Вăл 33 çул каялла колхозра ĕçленĕ вăхăтра пăтăрмаха лекнĕ.

- Ун чухне нимĕç комбайнĕсем пулман. Барабан ременне хытарнă чух барабана кайрĕ те, çавăнтах татăлса инвалида юлтăм, - тет вăл.

Патăрьел районĕнчи Николай Николаев 1983 çулта сусăрланнă. Вăл сменăран ытти рабочисемпе таврăннă чух автобуспа аварие лекнĕ. Унтанпа арçын урасăр. Машин пулни пысăк çăмăллăх кÿрет. Унсăр лавккана та, больницăна та, ытти çĕре те çитме кансĕр, - пĕлтерет вăл. Çĕнĕ автомобильпе кăмăллă: пысăк богажнике инвалид кÿми пĕр чăрмавсăр вырнаçать, салонра та вырăн нумай.

Ку вăл Николай Вениаминовичăн патшалăх панă 3-мĕш машин. Ăна ятарласа сусăрсем валли хатĕрленĕ. Вăл хăтлă анчах мар, техника тĕлĕшĕнчен те хальхи вăхăт ыйтнине тивĕçтерет. Регионти социаллă страхлав фончĕн управляющийĕ Галина Николаева пĕлтернĕ тăрăх, юлашки 16 çулта республикăра ĕçре сусăрланнă 132 çынна автомобильсем парса пулăшнă, кăçал çак тĕллевпе 6 миллион çурă тенкĕ уйăрнă.

- Кăçал эпир 14 автомобиль патăмăр. Пĕтĕмпе 21 заявлени йышăннă. 2017 çулта тата ĕçлетпĕр ыттисене парассипе, - палăртрĕ Социаллă страхлав фончĕн ЧР уйрăмĕн ертÿçи Галина Николаева.

Атăлçи тăрăхĕнчи ытти регионсемпе танлаштарсан, Чăваш Енре производствăра пулнă инкексен шучĕ чи сахаллисенчен пĕри. Апла пулин те хальхи вăхăтра республикăри 5 пине яхăн çын страхлав фондĕнчен пулăшу илсе тăрать.