Социаллӑ фондра ӗҫлекенсем машин хуҫисене автосалонта кӗтсе илчӗҫ. Уҫҫисене валеҫсе пачӗҫ. Ӗҫре пӑтӑрмаха лексе шар курнисене патшалӑх ҫапла майпа реабилитаци пулӑшӑвӗ кӳрет. - Машин пурри - пысӑк ҫӑмӑллӑх. Больницӑна е лавккана ҫитсе килме те, ытти ӗҫпе ҫӳреме те кирлӗ, - теҫҫӗ вӗсем. Автомобильсене ятарласа сусӑрсем валли туса кӑларнӑ. Кашнин сывлӑх уйрӑмлӑхӗсене шута илнӗ.
Производствӑра аманнисене машинсемпе тивӗҫтерме кӑҫал 21 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Пурӗ 18 ҫын ҫак пулӑшӑва илӗ. 4-шне машин уҫҫине раштав уйӑхӗнче парӗҫ. Автомобильпе усӑ курмалли вӑхӑт 7 ҫул. Ҫак хушӑра вӗсен хуҫисене Социаллӑ фонд топливо туяннӑ, техника тӗрӗслевне тухнӑ тӑкаксен пӗр пайне саплаштарать. Унсӑр пуҫне ОСАГО хакӗн ҫуррине тӳлет. 7 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн кивелнӗ автомобиле ҫӗннипе улӑштарса параҫҫӗ.
Ҫӗнӗ машинсемпе пурте кӑмӑллӑ юлчӗҫ. Хӑшӗ-пӗри парнене тӑванӗсене кӑтартма килне васкарӗ, теприсем вара патшалӑх автоинспекцине ҫул тытрӗҫ.
Екатерина Фомина, Лидия Галактионова, Вадим Владимиров