Чӑваш Енре регионсем хушшинчи туризм форумӗ иртет

Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи ал ӗҫ ӑстисене, шеф-поварсене, ытти хӑнасене тараватлӑн кӗтсе илчӗ пирӗн республика. Уявӑн тӗп лапамӗ - Шупашкарти "Пехет" агромаркет. Шӑпах вӑл туризм енӗпе малашне епле аталанассине сӳтсе явмалли, пӗрлехи ӗҫ пирки килӗшӳсем тумалли вырӑн пулса тӑчӗ. 

Туристсене йышӑнмалли тапхӑр хӗл ҫитсен вӗҫленес вырӑнне, ытларах вӑй илсе пырать. Чӑваш Енри форум та ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетрӗ. Унта пирӗн республика ҫулталӑкӑн сивӗ вӑхӑтӗнче мӗнпе тӗлӗнтерме пултарни пирки калаҫрӗҫ. Туристсен ал айӗнче ҫулҫӳрев картти пултӑр тесе 2 компанипе маршрутсене цифра меслечӗпе ҫирӗплетме килӗшӳ турӗҫ. 2ГИС платформӑра малашне ятарлӑ проектпа килӗшӳллӗн ҫӗнӗрен вӑй илнӗ ҫӑлкуҫсен тӗлне те пӗлме пулӗ. Юлашки ҫулсенче Чӑваш Ене туристсене ытларах та ытларах илӗртни куҫкӗрет.

Кирек ӑҫта кайсан та туристсене вырӑнти халӑх культури, хӑйнеевӗрлӗхӗ кӑсӑклантарать. Хальхинче пӗр лапамрах тӗрлӗ наци кун-ҫулӗпе, ӑсталӑхӗпе паллашма май пур. Дагестанран, сӑмахран, самай пысӑк ушкӑн килсе ҫитнӗ. Маҫтӑрсем Чӑваш Енпе Раҫҫей карттине тӗрленӗ хушӑра ҫывӑхланнине аса илеҫҫӗ. Пирӗн маҫтӑрсемпе вӗсем тӗрлӗ фестивальте паллашса туслашнӑ. Чӑвашсем те форумра йышлӑ. Кӑҫатӑ йӑвалакансем те, хӑва хуллинчен савӑт-сапа ӑсталакансем те, тенкӗрен капӑрлӑх тӑвакансем те.

Камчатка, Карели, Якути, ытти регион апат-ҫимӗҫне те форум лапамӗнчех тутанма сӗнеҫҫӗ. Чӑваш Ене ҫитнӗ туризм компанийӗсем хӑйсем патне йыхравласа кӑмӑл тӑвакансене тӑван кӗтесӗнчи уйрӑмах паллӑ вырӑнсем пирки каласа кӑтартрӗҫ. Хамӑрӑннисем те хӗле кӑсӑклӑ маршрутсем хатӗрленӗ. 
Канмалли кунсенче форум "Нартаван" кану базинчи хаваслӑхпа малалла тӑсӑлӗ.

Алиса Александрова, Святослав Петров