Вӑрнарта бокс енӗпе уҫӑ турнир иртрӗ

Ҫамрӑксем "Рассвет" спорт комплексӗнче тупӑшрӗҫ. Ку ӑмӑрту кӗрхи ӗҫе пӗтӗмлетни пулчӗ. 

"Рассвет" спорт шкулӗн бокс уйрӑмне ҫӳрекенсемшӗн ку ӑмӑрту кӗркунне хатӗрленнин пӗтӗмлетӗвӗ пулчӗ. 36 килоллисен виҫе ушкӑнӗнче Вӑрнарти 1-мӗш шкулта 7-мӗш класра вӗренекен Николай Васильев (вӑл хӗрлӗ тумпа) мала тухрӗ. Арҫын ачана хавхалантарма пӗтӗм ҫемйи - ашшӗ-амӑшӗ, шӑллӗпе аппӑшӗ килнӗ. Николай Васильевпа пӗрле Артем Туркин тата Егор Васильев ҫӗнтерӳҫӗсем пулчӗҫ. Егор ҫавӑн пекех "Турнирӑн чи лайӑх боксерӗ" ята тивӗҫрӗ. Олег Ехлаков кӗмӗл, Вӑрнарти тепӗр 3 боксер бронза медальсем ҫӗнсе илчӗҫ.

Вӑрнар тӑрӑхӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнчи пӗртен пӗр хӗр - Ангелина Лаврентьева вара хальхинче финала лекеймерӗ. 48 килоллисен виҫе ушкӑнӗнче мала тухассишӗн Тутар тата Мари Эл Республикисенчи хӗрсем тупӑшрӗҫ. Мари боксерӗ Александра Сурская вӑйлӑрах пулнине ҫирӗплетрӗ. Ӑна рингра ҫӗнтерме 32 ҫеккунт кӑна кирлӗ пулчӗ. 

Пурӗ турнирта наградӑсене 5 ӳсӗм ушкӑнӗнче тата 17 номинацире выляттарчӗҫ.

Диана Сафонова, Вячеслав Ильин.