Республикӑн регбол ушкӑнӗ Ҫӗпӗр Кубокӗшӗн тупӑшма хатӗр

Ыран Омск хулинче кӗрешӳпе бокс баскетболӗ енӗпе Ҫӗпӗр Кубокӗ иртет. Унта Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ те хутшӑнать. Ҫула тухас умӗнхи тренировкӑра пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ пулса курчӗ. 

Омска пирӗн спортсменсем Раҫҫей чемпионачӗн кӗмӗл призерӗсем пек каяҫҫӗ. Ҫӗршыври регбол енӗпе чи вӑйлӑ дружина ятне илессишӗн пӗлтӗр Челябинскра 26-мӗш хӗрӳ тупӑшу иртнӗ. Ҫавӑнпа та пӗрлештернӗ ушкӑн тӗплӗ суйлав витӗр тухнӑ. Команда шӑнӑрӗ - пысӑк опытлӑ вӑйӑҫсенче. Вӑл шутра чемпион ятне тивӗҫнӗ, ҫав хушӑрах регбол енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ Владимир Фомин. 20 спортсмен йышӗнче ҫамрӑксем те пур. Омска каякан ушкӑнра Пӗтӗм Тӗнчери 2-мӗш наци вӑййисен ҫӗнтерӳҫи Станислав Мисяков.

Сӑмах май, федераци ушкӑн хӑватне татах та ҫирӗплетес тесе ятарлӑ, ҫӗнӗ ҫи-пуҫ хатӗрленӗ. Унӑн президенчӗ Роман Алексеев палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ чӑвашсен командине никампа та пӑтраштармӗ. Вӑл Омскра пирӗн республика чӑннипех те чи пысӑк наградӑна ҫӗнсе илессе шаннине палӑртрӗ. Эпир те хамӑр спортсменсене ӑнӑҫу сунатпӑр.

Алиса Александрова, Вячеслав Ильин