Турнир Алексей Красновӑн 72-мӗш ҫуралнӑ кунӗпе тӳр килчӗ. Ҫур ӗмӗр ытла спорт ӗҫӗ-хӗлӗпе пурнӑҫне ҫыхӑнтарнӑ Алексей Егорович Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Тикеш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ӗҫ стажне вӑл физкультура учителӗнчен пуҫланӑ. 30 ҫула яхӑн район администрацийӗн физкультурӑпа спорт комитетӗнче тӑрӑшнӑ, 10 ҫула яхӑн "Паттӑр" спорт шкулне ертсе пынӑ. Ҫак вӑхӑтра чылай спортсмен ҫитӗнтернӗ. Вӑл шутра хӗрсен волейбол командине йӗркеленӗ.
Алексей Егоровича спорта ашшӗпе тетӗшӗ явӑҫтарнӑ. Вӗсем арҫын ачана мӗн пӗчӗкрен сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхтарнӑ, пулӑшса, хавхалантарса пынӑ. Пӗрремӗш пластик йӗлтӗр ӑна ашшӗ ӗне сутнӑ укҫапа илсе панӑ. Халӗ Алексей Краснов тивӗҫлӗ канура пулин те спорта пӑрахмасть. Килӗнче икӗ лаша усрать. Вӗсемпе ӑмӑртусене хутшӑнса ҫитӗнӳсем тӑвать.
Волейбол турнирне республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 7 ушкӑн килсе ҫитнӗ. Алексей Краснов ертсе пынӑ командӑри хӗрарӑмсем спортпа туслӑ пулни вӗсене пурнӑҫ тӑршшӗпе пулӑшса пынине палӑртрӗҫ. Уява пухӑннисем Алексей Егорович округри спорт аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ҫынсенчен пӗри пулнине каларӗҫ. Тӗллевре вара волейбол турнирне йӗркелессине йӑлана кӗртесси, ытларах ҫамрӑка спорта явӑҫтарасси.
Хӗрӳ тупӑшура ылтӑн медале Красноармейски тӑрӑхӗнчи "Спартак-Исаково" команда тивӗҫрӗ. Иккӗмӗш вырӑнта Патӑрьел округӗн пӗрремӗш ушкӑнӗ. Канашсем тата патӑрьелсен "Сывлӑх" команди бронза медальсене ҫӗнсе илчӗҫ. Волейбол турнирӗпе пӗрлех ҫак кун шашка-шахмат ӑмӑртӑвӗ те иртрӗ. Унта та тӗрлӗ ӳсӗмри спортсменсем хушшинче хӗрӳ тупӑшу пулчӗ.
Оксана Верликова, Денис Афанасьев