Ӑмӑртӑва Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 9 субъектран спортсменсем килсе ҫитнӗ. Вӑл шутра Самар, Чулхула, Пенза облаҫӗсен, Пушкӑрт, Тутар Республикисен вӑйлӑ командисем. Пурӗ 1500 ытла атлет тупӑшрӗ. "Волга" спорт комплексӗнче темиҫе кун хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ тата савӑк кӑмӑл хуҫаланчӗ. Спортсменсем хӑйсен пултарулӑхне аэробика, степ-аэробика, хип-хоп, ташӑ тата ытти дисциплинӑра кӑтартрӗҫ.
Чӑваш Енри фитнес-аэробика федерацийӗн ертӳҫи Оксана Вербина палӑртнӑ тӑрӑх, ӑмӑрту шайӗ пысӑк. Кунта хутшӑниччен спортсменсем республика чемпионачӗпе первенствинче вӑй виҫнӗ. Кашни ушкӑн турнира тӗплӗн хатӗрленнӗ. Тӳресене ӑсталӑхпа кӑна мар капӑр ҫи-пуҫпа та тыткӑнламалла. Пирӗн республика чысне пурӗ 100 ытла ҫамрӑк хӳтӗлерӗ. Ачисене ашшӗ-амӑшӗ хавхалантарса тӑчӗ.
Ашшӗ-амӑшӗшӗн ачисен сывлӑхӗ ҫирӗп пулни ытларах пӗлтерӗшлӗ. Ҫакна тӗпе хурса нумайӑшӗ тӗпренчӗкӗсене спортпа туслаштараҫҫӗ. Паллах, ӑмӑртусенче ҫитӗнӳ туни те хавхалантарать.
Ку ӑмӑрту Раҫҫей чемпионачӗпе первенствин суйлав тапхӑрӗ шутланать. Вӑл Мусквара ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшчен иртет.
Диана Сафонова, Виктор Степанов