Чӑваш Республикин агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен пӗрлешӗвне 2012-мӗш ҫулта йӗркеленӗ. Паянхи куна унӑн уйрӑмӗсем кашни округпа хуларах пур. Вӗсем пурӗ 600 ытла ҫынна - ял хуҫалӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ертӳҫӗсемпе специалистсене пӗтӗҫтерсе тӑраҫҫӗ. Ветерансем регионӑн пурнӑҫне, обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ, ҫамрӑксене пулӑшас, хавхалантарас енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ, ял хуҫалӑх аталанӑвӗпе те кӑсӑкланаҫҫӗ.
Ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев пуҫтарӑннисене агропромышленность тытӑмӗн кӑҫалхи кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ. Хресченсем кӗрхи вырмана тухӑҫлӑ вӗҫлени пысӑк ҫитӗнӳсем тума май панине палӑртрӗ. Вӑрмар тӑрӑхӗнчи Владимир Иванов хресчен фермер хуҫалӑхне 2003-мӗш ҫулта йӗркелесе янӑ. Малтанах 10 гектар ҫинче тыр-пул туса илнӗ пулсан, хальхи вӑхӑтра ҫӗрсен лаптӑкӗ 3 пин ҫурӑ гектара ҫитнӗ. Хуҫалӑхра тырӑ тата куккурус ҫитӗнтереҫҫӗ, 700 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх усраҫҫӗ.
Ытти ҫӗр ӗҫченӗсем те хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ, ҫитӗнӗвӗсем пирки, йывӑрлӑхсене мӗнле парӑнтарни пирки каласа кӑтартрӗҫ, ял хуҫалӑх ветеранӗсен сӗнӳ-канашне ӑша хыврӗҫ.
Оксана Верликова, Бахтияр Велиев