Пухӑннисем малтанах ку тытӑмра тӑрӑшакансен ӗҫ-хӗлне ҫутатакан куравпа паллашма пултарчӗҫ. Унта саккунлӑх хуралӗнче тӑракансен историне, аталанӑвне тӗплӗн кӑтартса панӑ. Юрист кунне Раҫҫей Президенчӗн Указӗпе 2008-мӗш ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Саламлакансем право хӳттинче тӑракансен ӗҫӗ ҫӑмӑл мар та яваплӑ пулнине, вӗсем патшалӑх тата халӑх интересӗсене тӗп вырӑна хунине каларӗҫ. Юристсен ӗҫӗнчен республикӑн тӑнӑҫлӑхӗ килнине палӑртрӗҫ.
Уявра ӗҫре палӑрнисене, право тытӑмӗнче нумай ҫул ырми-канми тӑрӑшакансене Патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ. Владимир Семенов Красноармейски район судйинче 30 ҫул вӑй хурать. Унта вӑл Хусан университетне пӗтернӗ хыҫҫӑн вырнаҫнӑ. Хӑйӗн ӗҫне прокурор пулӑшуҫинчен пуҫланӑ. Владимир Петрович республикӑри хуласемпе округсене те ӑста специалистсене явӑҫтармаллине каларӗ.
5 ҫын "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ" ята тивӗҫрӗ. Вӗсен хушшинче Аслӑ Сутӑн судйи Олег Сумин та пулчӗ. Олег Станиславович право тытӑмӗнче 32 ҫул тӑрӑшать. Вӑл ку профессине хӑйӗн ашшӗне кура суйласа илнине палӑртрӗ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов