Вӗренӳре, спортра тата обществӑлла ӗҫре палӑрнисем пӗлӳ пухма та, канма та ӗлкӗрнӗ

"Росинка" физкультурӑпа сывлӑх центрӗнче "Кӗпернатӑр лагерӗн" 8-мӗш смени вӗҫленчӗ. Хастар ҫамрӑксемпе физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров тӗл пулчӗ.

Министрпа акт залӗнче йӗркеленӗ тӗл пулура ачасем лагерьте ирттернӗ кунсем пирки хавхаланса каласа кӑтартрӗҫ. Хӑшӗ-пӗри кунта пӗрремӗш хут мар ӗнтӗ. Сменӑна телевиденипе кинематографи темипҫыхӑнтарнӑран, ушкӑнсем вӑхӑтлӑх телеканалсем пулса тӑнӑ, вожатӑйсем вара -  телеертӳҫӗсем.

Хӗрсемпе каччӑсем видероликсем калӑплама вӗреннӗ, журналистика ӗҫӗ-хӗлӗн вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашнӑ. Канӑва "Движение первых" юхӑм пулӑшнипе йӗркеленӗ.  Сӑмах май,  ҫулталӑкри юлашки сменӑра 100 ачана йышӑннӑ. Тӗрлӗ конкурспа фестивальсен, олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисене путевкӑсемпе тӳлевсӗр тивӗҫтернӗ.

12 куна пынӑ сменӑра шкул урокӗсем те иртнӗ, унсӑр пуҫне ачасем тӗрлӗ енлӗ хушма пӗлӳ илнӗ, специалистсем мастер-классем йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех ушкӑнсем ҫар ӗҫне хӑнӑхнӑ, пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ кӳме вӗреннӗ, ҫӑлавҫӑсен ӗҫӗ-хӗлӗпе тарӑнрах  паллашнӑ.  Смена экскурсисемпе те пуян пулнӑ. Вӗренекенсем тӗп хулари паллӑ вырӑнсене ҫитсе курнӑ.

Иртсе пыракан ҫулталӑкра "Кӗпернатӑр лагерӗнче"  пурӗ 11-17 ҫулти 800 ача каннӑ. Икӗ ҫулта ку проект чӑннипех те ҫамрӑксене аталанма пулӑшакан лаптӑк пулнине ҫирӗплетнӗ.

Леонид Петров, Надежда Андреева,  Вадим Владимиров