Евгений Александров Ҫӗрпӳре ҫуралса ӳснӗ. Мӗн пӗчӗкрен ҫар ҫынни пулма ӗмӗтленнӗ. Хулари 2-мӗш вӑтам шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн аграрипе технологи техникумӗнче пӗлӳ илнӗ. Ҫапах та ҫар ҫынни пулас ӗмӗте пӑрахӑҫламан. Диплом илсен 2018-мӗш ҫулта салтака кайнӑ. Ҫавӑнтанпа вӑл хӑйӗн пурнӑҫне сывлӑш десант ҫарӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Ятарлӑ ҫар операцине Евгений 2022-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен хутшӑннӑ. Унччен Сири Республикинче службӑра тӑнӑ. Шанчӑклӑ юлташ, хӑюллӑ командир пулнине пӗрре мар ҫирӗплетнӗ. Унӑн пурнӑҫӗ 2023-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗн 20 - мӗшӗнче хӗрӳ ҫапӑҫура татӑлнӑ. Паттӑрлӑхшӑн вӑл "Раҫҫей Геройӗ" ята тивӗҫнӗ.
Митинга техникумра вӗренекенсем, хула ҫыннисем, Евгений Александровӑн тӑванӗсем хутшӑнчӗҫ. Мария йӑмӑкӗ пиччӗшне халалласа сӑвӑ вуларӗ.
Студентсем ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксене пулӑшу кӳрес енӗпе те тӑрӑшаҫҫӗ: ӑшӑ япаласем ҫӗлеҫҫӗ, типӗ яшка хатӗрлеҫҫӗ, гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтараҫҫӗ. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров ҫывӑх вӑхӑтра Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумне Евгений Александров ятне парассине пӗлтерчӗ.
Министр вӗренекенсемпе паттӑрлӑх урокӗ ирттерчӗ. Евгений Александров тӗслӗхӗ ҫинче кам вӑл паттӑр пулнине ӑнлантарчӗ, республикӑра ҫуралса ӳснӗ ытти Геройсемпе паллаштарчӗ.
Совет Союзӗн тата Раҫҫей геройӗсен асӑну хӑмисене Раҫҫейри ҫарпа истори пӗрлешӗвӗн проекчӗпе килӗшӳллӗн уҫаҫҫӗ. Дмитрий Захаров палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул тепӗр 4 паттӑра сума сӑвассипе ӗҫ-пуҫ иртмелле. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ - Канаш тӑрӑхӗнчен.
Оксана Верликова, Виктор Степанов