Тухтӑрсем сиплев ӗҫӗнче кӑна мар, пултарулӑхра та ӑста

Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ Культура керменӗнче медицина организацийӗсем хушшинче "Профсоюз ҫуркунни - 2026" фестиваль иртрӗ. Ӑна кӑҫалхи Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн Ҫулталӑкне халалларӗҫ.

Раҫҫейре - пӗр пысӑк ҫемьери пек тӗрлӗ халӑх туслӑ пурӑнать. Кашнин хӑйӗн чӗлхи, йӑли-йӗрки, культури. Пурне те вара тӑван тӑрӑха юратни пӗрлештерет. Фестивале хутшӑнакансем тӗрлӗ наци тумне тӑхӑнса килнӗ. "Ку - пирӗншӗн чӑн-чӑн уяв. Кунта эпир хамӑр пултарулӑхпа паллаштаратпӑр кӑна мар, ыттисене пӑхса киленетпӗр", теҫҫӗ медицина ӗҫченӗсем.

"Профсоюз ҫуркунни - 2026" фестивале республикӑри 39 медицина организацийӗ хутшӑнчӗ. Ушкӑнсем хӑйсен пултарулӑхне юрӑ, хор, сӑвӑ-проза вулани, ташӑ тата театр постановки номинацисенче кӑтартса пачӗҫ. Тӳресем номер хайнеевӗрлӗхне, темӑна туллин уҫса панине, сцена ҫинче мӗнле тытнине, костюмсене хакланӑ.

Республикӑри сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче ӗҫлекенсен профсоюз пӗрлешӗвӗ ку фестивале 2018-мӗш ҫултанпа ирттерет. Унта хутшӑнас текенсен йышӗ те, тухтӑр-артистсен ӑсталӑхӗ те ӳссех пырать. Фестиваль пӗтӗмлетӗвӗпе чи пултаруллисене кашни номинацире палӑртрӗҫ, дипломсемпе чысларӗҫ. Унсӑр пуҫне ҫӗнтерӳҫӗсене кӑна мар, ыттисене те укҫан преми парса хавхалантарчӗҫ.

Диана Сафонова, Виктор Степанов