Ҫулталӑк тӑршшӗпе Обществӑлла палата пайташӗсем республикӑра пурӑнакансемпе час-час тӗл пулнӑ. Ҫав хушӑрах муниципалитетсенчи уйрӑмсене ҫитсе вырӑнти пуҫарусемпе тӗплӗн паллашнӑ. "Министр сехечӗ" проект та чӑннипех кирлӗ пулни палӑрнӑ. Унпа килӗшӳллӗн пӗрлехи ҫитӗнӳсене тишкерсе, малашнехи тӗрӗс те ӑнӑҫлӑ аталану ҫулне суйлама май килнӗ. Пӗтӗмӗшле министрсемпе тата тӗрлӗ ведомство ертӳҫисемпе 12 тӗлпулу иртнӗ. Правитительствӑпа Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем хатӗрленӗ документсене те чи малтан палата пайташӗсем тӗпченӗ.
Кӑҫал, сӑмах май, Обществӑлла палата "Ятарлӑ ҫар операцине пулӑшнӑшӑн" медале парас йӗркене ҫирӗплетнӗ. Предпринимательсене грант илме пулӑшассинче те самай тӑрӑшса ӗҫленӗ. 2025-мӗш ҫулти тепӗр пӗлтерӗшлӗ пулӑм - Республика Пуҫлӑхӗн суйлавӗ. Сасӑлав саккунпа килӗшӳллӗн, тӗрӗс ирттӗр тесе Обществӑлла палата пин те 200 яхӑн сӑнавҫӑ вӗрентсе хатӗрленӗ. Чӑваш Ен ертӳҫи ҫумӗнчи Обществӑлла Канаш "Республика Пуҫлӑхӗн тимлӗхӗнче" проектпа килӗшӳллӗн комисси йӗркелесе ҫине-ҫинех социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене тухса ҫӳренӗ. Ҫапла хӑш-пӗр ҫӗрти пӗрлехи вӑйпа чӑрмавсене татса пама май килнӗ. Форумра муниципалитетсем хӑйсен ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсемпе, малашлӑха палӑртнисемпе паллаштарчӗҫ.
Анлӑ пухура чи хастаррисене Раҫҫей Обществӑлла палатин Тав хучӗсемпе чысларӗҫ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов