Ҫакӑн евӗр чуна ҫемҫетекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсем йӗркелес ӗҫре Алина Савельева ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпах хастар тӑрӑшать. Пухӑннӑ укҫа-тенкӗ пӗтӗмпех фронтри салтаксене пулӑшу пама каять. Ку тӗллевпе зала ятарлӑ ещӗк вырнаҫтарнӑ. Унта вара концерт курма килекенсем укҫа-тенкӗ яраҫҫӗ.
Ҫӗньял халӑхӗ ҫак сӑваплӑ ӗҫре ахаль те хастар. Салтаксене пулӑшас тӗллевпе вӗсем эрнере икӗ кун ҫак культура ҫуртӗнче пухӑнаҫҫӗ. Ҫара хӳтлӗх каррисемпе ӑшӑ ҫи-пуҫ, апат-ҫимӗҫ, ытти кирлӗ хатӗрсем ӑсатаҫҫӗ. Ҫак ӗҫре тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакансене концерт каҫӗ сцена ҫине кӑларса чысларӗҫ. Ҫӗршыври пур халӑх та ҫапла пӗрле вӑй хурсан коллективлӑ Европа та пирӗншӗн ним те мар терӗҫ.
Республикӑри тӗрлӗ вӑрҫӑ ветеранӗсен "Доблесть" пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Владимир Яковлев та ҫарти салтаксене пӗр вӗҫӗмсӗр пулӑшу кирлине каларӗ. Ҫар офицерӗ ыркӑмӑллӑх каҫне пухӑннисене пӗрлешӗвӗн тав хучӗсемпе тата фронта пулӑшнӑшӑн паракан медальсемпе чысларӗ. Ҫӗньял тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсен канашӗ ячӗпе пӗрлешӳ пайташӗ Ирина Андреева Владимир Яковлев урлӑ салтаксене валли 20 комлект ӑшӑ тытакан кӗпе-йӗм пачӗ. Ятлӑ-сумлӑ артистсем вара салтаксене мухтаса зала юрӑсем вӗҫтерчӗҫ.
Ыркӑмӑллӑх уявӗнче пухӑннӑ укҫа-тенке вара сцена ҫинчех халӑх умӗнче шутларӗҫ. Ҫапла пурте пӗрле ырӑ ӗҫпе хавхаланса салтаксене тӗрев пама пултарнӑ чух Раҫҫей патшалӑхне никам та аркатаймӗ.
Алексей Енейкин