Хӗллехи ҫул уйрӑмах тимлӗ пулма хистет

Раҫҫей Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗн аэромобиль ушкӑнӗ вӗренӳ ирттерсе хӗлле ҫулсем ҫинче авари хыҫҫӑн йӗрке тума еплерех хатӗррине тӗрӗслерӗ. 

Ҫӑлавҫӑсем уйрӑмах пысӑк инкеке лекнӗ, юрпа витӗннӗ трасса ҫинче путса ларнӑ водительсене пулӑшас енӗпе ӑсталӑхне тепӗр хут ҫирӗплетрӗҫ. Пӗрлештернӗ отряд ҫӑлавҫисем машинра хӗсӗнсе ларнисене кӑларассине, аманнисене эвакуацилессине тепӗр хут ӗҫре пӑхса тухрӗҫ.

Пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсемпе вырӑна тишкерчӗҫ. Тухтӑрсем чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинче тӑрӑшакансене пӗрремӗш пулӑшу пама вӗрентрӗҫ тата чӗрепе ӳпкене епле ӗҫлеттерсе ямаллине кӑтартрӗҫ. 

Алиса Александрова