Чӑвашсем, вырӑссем, беларуссем... 6 ҫултан пуҫласа 86 ҫулчченхи хастарсем. Расна ӳсӗмри тӗрлӗ наци ҫынни кулленех тенӗ пек хӳтлӗх карри ҫыхнӑ ҫӗре васкать. Хӑшӗ ӗҫе кайиччен е таврӑнсан, хӑшӗ кӑнтӑр апачӗ вӑхӑтӗнче кӗрсе тухать. Ушкӑн шӑнӑрӗ - тивӗҫлӗ канурисем. Материал пур чухне вӗсем яланах кунта. Ывӑлне е мӑшӑрне фронтран кӗтекеннисем те пур. Ытларахӑшӗ вара ҫӗршыв хӳтӗлевӗнче тӑракансен тӑванӗсем мар, центра чӗри ыйтнипе ҫӳрекенсем. "Турӑ хӳттинче ӗҫленипе чунри шанӑҫ тата та ҫирӗпрех", - теҫҫӗ хастарсем.
Чиркӳ ҫумӗнчи пункт 2023-мӗш ҫулта кӗркунне уҫӑлнӑ. Паянхи кунччен ыркӑмӑллӑх ушкӑнӗ 600 яхӑн хӳтлӗх карри тата разведкӑна ҫӳремелли 250 тум хатӗрлесе хамӑрӑннисем патне ӑсатнӑ. Чылай чухне канӑва килнӗ салтаксенчен парса яраҫҫӗ. Тӑшман куҫӗнчен хӳтӗленмелли чаршавсене мӗн пысӑкӑш тата хӑш тӗспе ҫыхмаллине те фронтри арҫынсемпе канашлаҫҫӗ. Салтаксем тавралӑх ку е вӑл тапхӑрта мӗнле тумлӑ пулнине сӑнӳкерчӗксем ярса кӑтартаҫҫӗ. Ушкӑнра ҫӗвӗҫсем те пур. Вӗсем ытларах аялти тум ҫӗлеҫҫӗ. Окопра ҫутса кӑшт ӑшӑнмалли, апат ӑшӑтса илмелли ҫуртасем те тӑваҫҫӗ.
Республикӑри ытти ушкӑнсемпе те ҫыхӑнсах тӑраҫҫӗ. Нумай пулмасть Каҫал тӑрӑхӗнчен курма килнӗ волонтерсене ятарлӑ тум ҫӗлеме вӗрентсе янӑ. Ӗҫлекен алӑсем ҫителӗклӗ. Кашни хӑю, пусма татӑкӗнче ӑшӑ туйӑм, ырӑ пил. Материалне ҫак тарана ҫитиччен ытларах ҫыхакансен пӗрлехи укҫи-тенкипе туяннӑ. Пархатарлӑ ӗҫе хӑйсен тӳпине хывас текенсене пӗр ҫемье пек чӑмӑртанса ҫитнӗ ушкӑнра яланах хапӑл.
Алиса Александрова, Святослав Петров