Форума спорт, культура, вӗренӳ тытӑмӗнчи специалистем, патриотизм тата астӑвӑм ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекенсем пуҫтарӑннӑ. Кашни тытӑмра иртнӗ 5 ҫулта курӑмлӑ улшӑнусем пулнӑ, палӑртрӗ тӗл пулӑва ертсе пынӑ культура министрӗ Светлана Каликова. "Ҫӗнӗ шкул" проектпа 121 вӗренӳ учрежденине тӗпрен юсанӑ, 14 сатик хута янӑ. Ҫапла 7 пин те 500 вӗренекене тата 2 пин те 600 шкул ҫулне ҫитмен ачана хальхи майсемпе тивӗҫтернӗ. Хушма пӗлӳ илмелли майсене те аталантараҫҫӗ. Паян ачасен 83 проценчӗ тӗрлӗ енпе ӑсталӑхне туптать.
Спорт тытӑмӗнче те ҫитӗнӳсем пур. 5 ҫулта 98 объект хута янӑ тата ҫӗнетнӗ. Республикӑра сывлӑх тата спорт кунӗсем тӑтӑшах иртеҫҫӗ. Пӗлтӗр вӗсене 369 пин ҫын хутшӑннӑ. Культурӑна та пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. 40 моделлӗ библиотека хута янӑ. Вӗсене 200 пин ытла ҫӗнӗ кӗнекепе тивӗҫтернӗ. Унсӑр пуҫне 14 ача-пӑча ӳнер шкулне тӗпрен юсанӑ, 12 учреждение хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ.
Ҫамрӑксене патриотла воспитани парасси те тӗп вырӑнта. "Герой партти" тата "Паттӑрсен сӑнӗсем" пуҫарусемпе килӗшӳллӗн шкулсенче 400 ытла герой парттине уҫнӑ. "Ҫӗнтерӳ диктантне" хутшӑнакансен йышӗ те ҫулсерен ӳссе пырать. Пуҫтарӑннисем халӑх программине мӗнле ҫӗнӗлӗхсем кӗртмеллине сӳтсе яврӗҫ. Пӗтӗмлетӳ форумӗ вара пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртӗ.
Диана Сафонова, Вадим Владимиров