Ҫитес ҫул республикӑра коммуналлӑ тӳлевсен хакӗсене 2 тапхӑрпа ӳстерӗҫ

Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен электроэнерги вӑтамран пӗрре тулли те 4 вуннӑмӗш процент хӑпарӗ. Тепӗр индексаци  юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулать. Кун пирки Чӑваш Республикин конкурентлӑ политика тата тариф ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертӳҫи Сергей Егоров ятарлӑ брифингра каласа кӑтартрӗ. 

Газшӑн хулара та, ялта та  пӗр пек хак ҫирӗплетнӗ. "Кӑвак ҫулӑмӑн" кубла метрӗ Ҫӗнӗ Ҫултан 8 тенкӗ те 30 пус пулать. Юпа уйӑхӗнчен вара унӑн хакӗ 9 тенкӗ те 11 пуспа танлашӗ. Киловатт электроэнергишӗн хулара пурӑнакансен ялтисенчен ытларах кӑларса хума тивӗ.

Ӑпӑр-тапӑр турттарса тухассишӗн республикӑра пӗр оператор яваплӑ. Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ Эмир Бедертдинов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак пулӑшу ӗҫӗшӗн хаксем юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫеҫ ӳсӗҫ. Хваттерте пурӑнакансен пӗр ҫын пуҫне 139 тенкӗ те 55 пус, уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансен 149 тенкӗ те 85 пус тӳлемелле пулать. Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче Канаш тӑрӑхӗнче ӑпӑр-тапӑр тирпейлекен комплекс хута янӑ. Унта йӑла каяшне юнашарти виҫӗ округран турттараҫҫӗ.

Ҫав хушӑрах ҫемье коммуналлӑ тӳлевсемшӗн мӗн пур тупӑшран 22 процент е ытларах тӳлет пулсан субсиди тивӗҫме пултарать. Унчченхи пекех хӑшпӗр ушкӑнри граждансем валли ҫӑмӑллӑхсем пӑхса хунӑ. Кӑҫалхи 11 уйӑхра вӗсемпе республикӑри 275 пин ҫын усӑ курнӑ. Вӗсен тӳлевӗсене 1 миллиард та 710 миллион тенкӗлӗх саплаштарнӑ.

Оксана Верликова, Святослав Петров