Юрий Сиволоб ӗҫӗнче ӑста пулнине унччен те пӗрре мар ҫирӗплетнӗ. Вӑл кашни ҫӗнӗ тупӑшӑва тӗплӗ хатӗрленет. "Планета" кафере ӗҫлекенсем тӗнчене чӑваш халӑх культурине кӑтартмалла тесе шутлаҫҫӗ. Хальхинче те Юрий пылак ҫимӗҫ хатӗрленӗ чухне ҫак темӑна суйласа илнӗ. Пир евӗр торт ҫинче ӳкерчӗк куратӑн. Ун ҫинче чӑваш ҫи-пуҫӗ тӑхӑннӑ хӗрпе каччӑна сӑнланӑ. Ҫакӑнтах йӗппе ҫиппи те пур. Чи кӑсӑкли - ҫакӑ йӑлтах ҫиме юрӑхлӑ. Ку ӗҫе тума темиҫе уйӑх кирлӗ пулнӑ.
Кунти кондитерсем 23 ҫул ӗнте Чӑваш Ен чысне тӗрлӗ шайри асталӑх тупӑшӑвӗнче хӳтӗлеҫҫӗ. Кашнинчех лайӑх кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ. Раҫҫей чемпионатӗнче 19, чикӗ леш енче 6 награда ҫӗнсе илнӗ, тӗнче тата Европа шайӗнчи чемпионатсенче 9 хут мала тухнӑ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗ ҫитнӗ май вара пылак ҫимӗҫе ҫак темӑпа илемлетеҫҫӗ. Тортсемпе пирожнӑйсем ҫинче Хӗл мучипе Юр пикене, чӑрӑшсемпе теттесене курма пулать. Вӗсене чӑн-чӑннисенчен уйӑрса илме те йывӑр.
"Тутлӑ Узбекистан-2025" ӑсталӑх конкурсне 30 ытла ҫӗршывран маҫтӑрсем хутшӑннӑ. Раҫҫей чысне пӗртен пӗр регион - Чӑваш Республики хӳтӗленӗ. Тӳресен йышӑнче тӗнчипе паллӑ шеф-поварсемпе кулинари пӗрлешӗвӗсен президенчӗсем пулнӑ. Вӗсем Юрий Сиволобӑн ӗҫне тивӗҫлипех хакланӑ.
Оксана Верликова, Святослав Петров