Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисемпе пулас салтаксене сӑваплӑ турӑшсем сӑнланӑ ялав парнелерӗҫ

Раҫҫей салтакне чунпа ҫирӗпленме пулӑшакан патриарх программипе килӗшӳллӗн Чӑваш Ене сӑваплӑ турӑшсемпе ҫветтуйсен сӑнӗллӗ элемсем ҫитрӗҫ. Вӗсене асаплӑ Вонифатий ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх фончӗ ҫӗршыв хӳтӗлевҫисемпе пулас салтаксене парнелерӗ.

Шупашкарти кадет корпусӗнче вӗренекенсем салтак кун йӗркипе пурӑнаҫҫӗ. Нумайӑшӗ ҫитӗнсен пурнӑҫне ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑнтарӗ. Ҫак яваплӑ тивӗҫре вара ӗненӳсӗр май ҫук теҫҫӗ аслисем.


Пулас хӳтӗлевҫӗсем ачаранах Турра пӗлсе ӳсчӗр тесе Вонифатий ҫветтуй ячӗллӗ фонд ертӳҫи Наталья Мезенцева кадет корпусне Радонежри Сергий аттен турӑшне парнелерӗ. Иконӑра ҫветтуйӑн ҫӗрмен ӳчӗ те пур. Унпа пӗрлех Наталья Сергеевна ҫамрӑксене сӑваплӑ Федор Ушаков сӑнарӗпе илемлетнӗ ялав пачӗ. Ҫак таса пурӑнӑҫлӑ аттесем салтаксен хӳтӗлевҫисем тата вӗсене ӑс паракансем пулнине каларӗ. Турӑшпа ялава ыркӑмӑллӑх фончӗ Иерусалимри Христос тупӑкӗн чиркӗвӗнче сӑвапланӑ.


Кадетсем ҫак парнесене тытса курма тивӗҫ пулни вӗсемшӗн пысӑк чыс пулнине палӑртрӗҫ. Ҫакӑн пекех Иерусалимран илсе килнӗ сӑваплӑ ялавпа турӑшсем ҫар салтакӗсен аллине те лекрӗҫ. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене Кронштадтри Иоанн атте ячӗпе хисепленекен чиркӳ настоятелӗ Николай Медведев йышӑнчӗ. Малтанах вӑл салтаксен сывлӑхӗпе ҫӗршыври лӑпкӑлӑхшӑн молебен ирттерчӗ. Кӗлӗ хӑвачӗ ҫынна темле йывӑр лару-тӑрура та пулӑшса, ҫӑлса хӑварма пултарать, терӗ.


Кӗлле чӑваш наци полкӗпе "Атӑл" батальон салтакӗсем тата "Сувар" ОМОН ушкӑнӗ хутшӑнчӗҫ. Вонифатий ячӗллӗ фонд пуҫарӑвӗпе вӗсене те ҫула тухмалли турӑшсем тата Александр Невский сӑнӗпе илемлетнӗ ялав парнелерӗҫ. Ҫак сӑваплӑ япаласен тивлетне туйса салтаксем ҫар операцине кайма хатӗрленеҫҫӗ. Ӗненӳ вӑйӗпе ҫирӗпленсе ҫӗршыва хӳтӗлеме тухса каякан салтаксене эпир те Туррӑн пиллӗхне сунатпӑр.


Алексей Енейкин, Роза Деменцова