Республикӑра 10-мӗш хут "Абилимпикс" наци чемпионачӗ уҫӑлчӗ

Уяв Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура керменӗнче иртрӗ. Пурӗ кӑҫалхи ӑсталӑх тупӑшӑвне сывлӑх енчен хавшак 200 ытла ҫамрӑк хутшӑнать. 

Конкурсӑн сумӗпе шайӗ ҫулран-ҫул ӳссе пырать. Кӑҫал ӑсталӑх тупӑшӑвӗ 35 енпе иртет. Вӑл шутра 8 ҫӗнӗ ӑмӑрту: туризм агенчӗ, социаллӑ реабилитаци специалисчӗ, пилотсӑр вӗҫев аппарачӗн операторӗ тата ытти те. 

Конкурса шкул ачисемпе студентсем, ӗҫлекен ҫамрӑк специалистсемпе пӗрлех 2-мӗш ҫул ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Алексей Башмаков "Пилотсӑр вӗҫев хатӗрӗсен операторӗ" ӑмӑртура вӑй виҫет. "Ҫакӑнта хутшӑнни ҫӗнӗ пӗлӳ парать, унпа вара малашне усӑ курӑп", - палӑртрӗ вӑл. 

"Абилимпикс" чемпионат - сывлӑхӗ хавшак ҫамрӑксене хӑйсен вӑйне туйса илме, пултарулӑхне кӑтартма, пурнӑҫри вырӑнне тупма пулӑшакан конкурс. Виҫӗ куна пынӑ тупӑшу паян вӗҫленет. Регионти тапхӑрта мала тухнисем Мускавра пулакан наци чемпионатӗнче вӑй виҫӗҫ. Ӑмӑрту раштав уйӑхӗнче иртӗ. 

Оксана Верликова, Виктор Степанов