Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов ячӗпе хисепленсе тӑракан 22-мӗш шкула 41 ҫул каялла хута янӑ. Ҫавӑнтанпа ӑна пӗрре те тӗплӗ юсаман. Ӗҫе ака уйӑхӗнче пикеннӗ. Ку ҫулталӑк вӗҫне пӗтермелле. Хальхи вӑхӑтра плана 85 процент пурнӑҫланӑ. Шкул тултан та, шалтан та тӗпрен улшӑнать. Ҫуртӑн мал енне, тӑррине, чӳречисене ҫӗнетнӗ. Халӗ шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров объекта вӑхӑтра туса пӗтерес тӗллевпе рабочисен шутне 120 ҫын таран ӳстерме хушрӗ. Юсав пынӑ чух пӗр пин те 100 ытла ача юнашарти шкулсенче ӑс пухать. Виҫҫӗмӗш чӗрӗке вӗсем ҫӗнелсе капӑрланнӑ тӑван шкулта пуҫлама ӗмӗтленеҫҫӗ.
Шупашкарти 44-мӗш лицейӑн 1-мӗш корпусӗнчи 900 ытла ача пирки те ҫавнах калама пулать Министр кунти подряд организацийӗ тухӑҫлӑ ӗҫленине палӑртрӗ. Халӗ шкулта техника туянасси, сӗтел-пукан вырнаҫтарасси ҫеҫ юлнӑ. Ачасемпе вӗрентекенсене чылай ҫӗнӗлӗх кӗтет. Столовӑйӗнче хушма 2 цех уҫнӑ, Кванториум территорине пӗр вырӑна куҫарнӑ, акт залӗнче пысӑк экран, классемпе лабораторисене интерактивлӑ панельсем вырнаҫтарнӑ.
Республикӑри техникумсемпе колледжсене те тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Вӗренӳ министрӗ Шупашкарти электромеханика колледжӗн «А» блокӗнче юсав мӗнле пынипе паллашрӗ. Кунти ӗҫсене тума Чӑваш Ен хыснинчен 70 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Хальхи вӑхӑтра мӗн палӑртнине 90 процент пурнӑҫланӑ.
Ҫитес ҫул федераци программипе килӗшӳллӗн Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумне, 2027-мӗш ҫулта вара Шупашкарти Ленин проспектӗнчи электромеханика колледжне юсама палӑртаҫҫӗ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров