Ӑсталӑха ӳстерме тата професси суйлама пулӑшакан центр

Шупашкарти "Кванториум" ача-пӑча технопаркӗнче пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсен ҫӗнӗ центрӗ уҫӑлчӗ. Ҫав кунах дронсемпе ӑмӑртассипе тата вӗсене программӑлассипе уҫӑ чемпионат иртрӗ.

Ӑмӑртӑва хутшӑнма тӗп хулана 100 яхӑн ҫамрӑк килсе ҫитнӗ. Чӑваш Енрен кӑна мар, Чулхула, Ленинград облаҫӗсенчен, ҫавӑн пекех Мари Эл тата Бурят Республикисенчен. Нумайӑшӗ ҫакнашкал ӑмӑртӑва пӗрремӗш хут хутшӑнаҫҫӗ.

Ӑмӑрту 3 енпе иртрӗ. Ачасем малтанах вӗҫев ҫулне кам хӑвӑртрах парӑнтарассинче тупӑшрӗҫ. Кунта тӳресем палӑртнӑ маршрута тӗрӗс пӑхӑннине, тӗрлӗ чӑрмав витӗр мӗнле тухнине шута илчӗҫ.
Унсӑр пуҫне ӑсталӑхне виртуаллӑ симуляторсемпе те кӑтартрӗҫ ҫамрӑксем. Чемпионата хутшӑнакансемшӗн дрона вӗҫтерме пӗлни кӑна ҫителӗксӗр. Ӑна вӗсен компьютерпа программӑлама пултармалла.

Пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсем паянхи пурнӑҫа анлӑ кӗрсе пыраҫҫӗ. Ку технологипе ял хуҫалӑхӗнче, транспортра,  ҫар ӗҫӗнчӗ усӑ кураҫҫӗ. Ҫӗнӗ центр вара техника ӑсталӑхне тата та лайӑхрах туптама, пулас профессие суйлама пулӑшать. 


Диана Сафонова, Ольга Григорьева, Вадим Владимиров