Ачасен пуласлӑхӗ пирки калаҫрӗҫ, воспитани парас ыйтусене сӳтсе яврӗҫ

Кӳкеҫре "Чӑваш Ен - аталану уҫлӑхӗ" ятпа республикӑри ашшӗ-амӑшӗн форумӗ иртрӗ. Ӑна Вӗренӳ министерстви регионти "Навигаторы детства" тата "Знание" пӗрлешӳсем пулӑшнипе йӗркелерӗ.  

Форум Чӑваш Енри ашшӗ-амӑш комитечӗн хастарӗсене, вӗрентекенсене, влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансене Кӳкеҫри 1-мӗш шкула пуҫтарчӗ. Ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫри пӗлтерӗшлӗ самантсене, ҫӗнӗ пуҫарусене пӗрле сӳтсе явмасан усси ҫук,  - теҫҫӗ вӗсем. Шкул пурнӑҫне кӑсӑклӑрах, пуянрах тӑваканӗсем шӑпах ашшӗ-амӑшӗ пулнине палӑртрӗ Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров. "Знание" пӗрлешӳ конкурсӗнче ҫӗнтернӗ проектсем те ҫакна ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӗсемпе куравра  паллаштарчӗҫ. Етӗрнери Кӑкшӑм шкулӗнче, сӑмахран, спорта кӑмӑллакансем валли ятарлӑ трасса йӗркеленӗ. Шупашкарти 59-мӗш шкулта вара ашшӗ-амӑшӗн комитечӗпе пӗрле "Ҫемье еткерлӗхӗ" фестиваль пуҫарса янӑ. 


"Знание" пӗрлешӳ ирттерекен ашшӗ-амӑшӗн пуҫарӑвӗсен конкурсне Чӑваш Ен хастар хутшӑнать. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та ҫакӑн пек тӗллев лартнӑ. Пӗлтӗр тӑватӑ проект ҫӗнтернӗ пулсан, кӑҫал - 26. Пӗтӗмӗшле грант укҫи 22 миллион тенкӗпе танлашать. Форумра ашшӗ-амашӗ валли 9 лапам ӗҫлерӗ. Экспертсемпе пӗрле вӗсем вӗренӳ пахалӑхне тимлесе тӑрассине, ачасене спортра, пултарулӑхра аталантарассине, вӗсен прависене хӳтӗлессине сӳтсе яврӗҫ. Ҫитес ҫул тумалли ӗҫе те палӑртрӗҫ. Ҫӗнӗ проектсенчен пӗри - "Ашшӗ-амӑшӗн патрулӗ". Вӑл ачасен ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑхне ӳстерме пулӑшмалла.  


Екатерина Фомина, Алексей Андреев