"Матушка-Земля" хайлава проекта хутшӑнакансем Атӑл тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсем калаҫакан 7 чӗлхепе янраттарнӑ. Ку композицире авалхи кӗвӗпе хальхи аранжировка пӗрлешнӗ. Ҫаврӑмсене артистсем марилле, чӑвашла, мӑкшӑлла, тутарла, вырӑсла, пушкӑртла тата удмуртла юрлаҫҫӗ. Ушкӑнпа та пӗчченшер шӑрантаракан, музыка инструменчӗсен сассипе илемлетнӗскер тӑван ҫӗр ҫинчен каласа кӑтартать. Куракан умне черетленсе наци ҫи-пуҫӗллӗ артистсем тухаҫҫӗ.
Кӗвӗ калакан хатӗрӗсем те сайра тӗл пулаканнисем. Марисен шӑпӑрӗнчен пуҫласа паянхи билофон таранах. Купӑс, гитара, саксофон, бас-балалайка та пӗрлехи кӗвве хутшӑнаҫҫӗ. Тимур Ведерников ертсе пыракан ушкӑн кашни регионта чи паллӑ та илемлӗ вырӑнсене суйланӑ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа-ташӑ ансамблӗн ташшинче, сӑмахран, Хӗрлӗ тӳреме палласа илме пулать, клипра Атӑл леш енчи сӑнсем те пур.
Проекта пурӗ 400 ытла артист хутшӑннӑ. "Матушка-Земля" юрра ҫамрӑксем те, паллӑ сцена ӑстисем те шӑрантарнӑ.
«Музыка вместе» проектӑн пултарулӑх ҫулҫӳревӗ 6 уйӑха тӑсӑлнӑ. Ҫак хушӑра "Течет река Волга", "Гляжу в озера синие", "Как молоды мы были", "Вместе весело шагать", "Наш сосед", "Так случилось - мужчины ушли", "Матушка-Земля" юрӑсемпе видеороликсем ӳкернӗ. Вӗсене пурне те интернетра «Музыка вместе» проект страницинче курма пулать. Паянхи кун тӗлне пӗрлехи ӗҫе 14 миллион ытла хутчен курса хак панӑ. Калӑпӑшлӑ ӗҫ Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсен пӗрлехи сӑнӳкерчӗкӗ пек пулса тӑнӑ. Тӗрлӗ регионта пурӑнакансене, артистсене татах та ҫывӑхлатса туслӑх кӗперне ҫирӗплетнӗ.
Алиса Александрова, Святослав Петров