Петӗр Хусанкая сиктӗрмесем мӗнпур чӑваш халӑхӗ пекех асра тытса пурӑнаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул ялти шкул пуҫарӑвӗпе Элкел районӗ шайӗнче "Хусанкай вулавӗсем" йӗркелесе ирттернӗччӗ. Кӑҫал вара поэзи уявӗ Тутарстанри 7 района пӗрлештерчӗ.
Ҫапла, Сиктӗрмере 2-мӗш хут иртекен "Хусанкай вулавне" 118 ача хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Тӑван чӗлхепе уҫҫӑн та ирӗккӗн калаҫакан шӑпӑрлансем сӑвӑ-калав кӑна мар, пысаках мар сценкӑсемпе артистла кӑтартусем те хатӗрлесе килнӗ.
Хусанкай поэзине 25 чӗлхене куҫарнӑран сӑвӑ-хайлавсене те ачасем тӗрлӗ чӗлхепе шӑрантарчӗҫ. Ҫавна май литература тупӑшӑвӗ пӗр харӑс темиҫе пӳлӗмре иртрӗ. Ку хутӗнче ачасемпе танах "Хусанкай вулавне" вӗрентекенсем те хутшӑнчӗҫ.
Ялсенчи ачасем те вырӑсланнӑ чух тӑван чӗлхене упраса хӑварассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫивӗчленсех пыраҫҫӗ. Ҫак лару-тӑру Сиктӗрмен сумлӑ ҫыннисене шухӑшлаттарать те. Ку тӗллевпех Иван Казанков ялта ятарлӑ шкул тума пуҫланӑ. Ӑна кӑҫал хута ярасшӑн. Ҫавна май хӑватлӑ та мӑнаҫлӑ чӗлхемӗр янравӗ ку тӑрӑхра нихӑҫан та шӑпланмӗ.
Хусанкай поэзийӗ тӗрлӗ енлӗ те пуян пулни каламасӑрах паллӑ. Хӑйӗн сӑввисенче вӑл халӑх шӑпине, унӑн кун-ҫулӗпе пурнӑҫ таппине яр уҫҫӑн сӑнласа кӑтартнӑ. Кашни хайлавӗ паян кун та тӑванлӑх туйӑмне палӑртса вулаканӑн чун-чӗрине тыткӑнлать. Этемӗн кӑмӑл-туйӑмӗпе шухӑш-ӗмӗтне ытарлӑ та сӑнарлӑ сӑмахпа тӗнчери чылай халӑх ҫыннин чӗри патне ҫитерет. Ҫак пархатарлӑха ӑнланса ӳсекен ачасем Хусанкай поэзийӗ урлӑ тӑван чӗлхене упрама вӗренеҫҫӗ.
Ачасен пултарулӑхне хаклакан тӳресен йышӗнче Чӑваш Енрен пынӑ сумлӑ хӑнасем те пулчӗҫ. Чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат тата Наци вулавӗшӗн тӗп библиотекарӗ Антонина Андреева вулава хутшӑнакансене валли хаклӑ парнесем илсе килнӗ. Кашни ачанах асра юлмалӑх кӗнеке лекрӗ.
Ҫитес ҫул Петӗр Хусанкай Чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа 120 ҫул пулать. Ҫавна май йӑлана кӗрсе пыракан вулавсене Сиктӗрмере регионсен шайӗнче йӗркелесе ирттерме палӑртаҫҫӗ. Конкурса хутшӑнакансем Чӑваш Енрен те йышлӑн пухӑнса килессе шанаҫҫӗ.
Алексей Енейкин