Сурпанран пуҫласа Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти таран

Республикӑра Чӑваш тӗррин кунне уявлама пуҫланӑранпа ҫӗршыв шайӗнче палӑрмалӑх чылай ӗҫ тунӑ. Кӑҫал регионта 6-мӗш хут тӗрӗ уявӗ иртрӗ. 

Уява йӑлана кӗнӗ йӗркепе пурте чӑвашла тумланса килнӗ. Камӑн ҫи-пуҫӗ эрешлӗ, хӑшӗн чӑвашлӑх капӑрлӑх хатӗрӗнче палӑрать. Чи пӗлтерӗшли - Чӑваш патшалӑх академи театрне ҫитнӗ кашни хӑна - хамӑр халӑх йӑлисене, культурине, хӑйнеевӗрлӗхне хисеплет те аталанӑвӗшӗн тӑрӑшать. Чӑваш тӗррин кунне уявлама хамӑр регионтан кӑна мар, кӳршӗри ӑстасем те ҫитнӗ. 

Хӑнасене ятарласа йӗркеленӗ куравра чӑваш тумӗн уйрӑмлӑхӗсемпе тӗплӗн паллаштарчӗҫ. Коллекцири ҫи-пуҫӑн ытларах пайне Раиса Васильева хӑй аллипе ӑсталанӑ. Ҫур ӗмӗр урлӑ каҫсан алла йӗппе ҫип тытнӑскер "Пурӑн, чӑваш тӗрри" конкурсра пӗрре мар мала тухнӑ. Халӗ тӳресен йышӗнче ӗҫлесе ыттисен пултарулӑхне хак парать. 

Кӑҫал конкурса 10 ҫултан пуҫласа 73 ҫулчченхи маҫтӑрсем хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче пурӑнакан Лариса Абакумова та. Унӑн ӗҫне 3-мӗш вырӑн парса хакланӑ. 

Конкурс Гран-Прине кӑҫал Надежда Кузнецова ӑста тивӗҫрӗ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кулленхи ӗҫпе хамӑр наци хӑйнеевӗрлӗхне упраса аталантаракан кашни тӗрӗҫе тав турӗ. Чӑваш тӗрри - ӑрусене ҫыхӑнтаракан, халӑх пуянлӑхне сӑнлакан ҫӗвӗ. Кашни эрешре - тарӑн шухӑш. Паянхи кун ҫамрӑксем хушшинче те тӗрӗ-ҫӗвӗ анлӑ сарӑлнӑ. Креативлӑ индустрисен шкулӗнче пӗлӳ илекенсем те унӑн историйӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Уявра чӑвашлӑх ҫинче никӗсленнӗ брендсен куравӗ те пулчӗ. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов