Шупашкар тӑрӑхӗнче Чӑваш тӗррин кунне анлӑ паллӑ турӗҫ

Пуҫтарӑннисене ал ӗҫӗсен куравӗпе тата юрӑ-ташӑпа тыткӑнларӗҫ, уява халалласа йӗркеленӗ конкурссен ҫӗнтерӳҫисене палӑртрӗҫ.

Чӑрӑшкассинчи пултарулӑх ҫурчӗ ҫак кун чӑваш тӗррин илемӗ ӑшне путрӗ. Куҫа ал шӑллисем, тӗрлӗ ҫи-пуҫ, пуканесем илӗртрӗҫ.  Куравра Шупашкар тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Мария Симакова ячӗпе йӗркеленӗ "Несӗлсен ҫырулӑхӗ" конкурс валли хатӗрленӗ япаласем те пулчӗҫ. Кӑҫал унта пурӗ 48 ӗҫ пулнӑ. Конкурса 27 маҫтӑр хутшӑннӑ. Вӗсен ӑсталӑхне темиҫе номинацире хакланӑ: тухъя е хушпу ӑсталасси, алӑпа тӗрлесси, тӗрлӗ капӑрлӑх тӑвасси тата ытти те. Йӗркелӳҫӗсем конкурс шайӗ ҫулсерен ӳссе пынине палӑртрӗҫ. 


Уява килнӗ хӑнасем куравпа паллашнӑ май, тӗрӗ ӑсталӑхне ачасем хушшинче аталантарассине те сӳтсе яврӗҫ. Ку енӗпе вӗрентекен тупса ятарлӑ пултарулӑх урокӗсем йӗркелеме калаҫса татӑлчӗҫ. 
Уявра культура тытӑмне аталантарас енӗпе нумай ҫул тӑрӑшакансене, "Несӗлсен ҫырулӑхӗ" тата "Чӑваш тӗррин асамлӑхӗ" конкурссен ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ.  Курма килнисене пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнисӗр пуҫне, ӗлӗкхи чӑваш ҫи-пуҫӗпе те паллаштарчӗҫ. 


Оксана Верликова, Евгений Назаров