Халӗ ҫатракассисен килекенсене кӗтсе илмелли, савӑнӑҫлӑ сӑлтавпа пӗрле пуҫтарӑнмалли хӑтлӑ та илемлӗ ҫурт пур. Унпа паллашма, пӗрлехи ӗҫе хак пама ял халӑхӗпе танах хӑнасем те килсе ҫитрӗҫ.
Кивӗ клуб хӑйӗн ӗмӗрне ирттерсе юрӑхсӑра тухнӑ. Кӳршӗри Кашмашра клуб пулнӑран Ҫатракассинче ҫӗнӗ ҫурт ҫӗклесси пирки малтанласа питех ӑшталанман. Пирвайхине вара паянхи кун ӑшӑлӑхпа аса илет вырӑнти халӑх.
Пысӑк ӗҫе ертсе пынӑшӑн ял халӑхӗ пуринчен ытла территори уйрӑмӗн пуҫлӑхне Надежда Никитинана тав тӑвать. "Вӑл ҫине тӑнипе яла ҫӗнӗрен чун кӗчӗ", - теҫҫӗ ҫатракассисем.
Пӗр харӑс 100 ҫынна йышӑнма пултаракан культура ҫурчӗ ҫутӑ, илемлӗ, хӑтлӑ. Ҫӗнӗ сцена юрра-ташша ӑста ачасене те илӗртет, хӑнана килекен ансамбльсемшӗн те кӑмӑллӑ вырӑн пулӗ. Иртнӗ 5 ҫулта Муркаш округӗнче юсанӑ тата ҫӗнӗрен ҫӗкленӗ культура объекчӗсем - 19. 2025-мӗш ҫул та ку енӗпе тухӑҫлӑ иртнӗ.
Ҫатракассисен тепӗр ӗмӗт-шухӑшӗ - фельдшерпа акушер пункчӗ тӑвасси. Унтан тӑван ял паттӑрӗсене халалласа палӑк лартасшӑн. Хальлӗхе клуб таврашне хӑтлӑх кӳмелле. Проекчӗ хатӗр, ҫуллахи ӑшӑ та типӗ кунсене кӗтсе илесси ҫеҫ юлать. "Пӗр тӗллевпе малалла утсан палӑртни патне ҫитетпӗрех", - теҫҫӗ ял ҫыннисем.
Алиса Александрова, Николай Семенов