Мӗн каласшӑн пулнӑ 17-ри гени вилӗмсӗр поэминчи синкерлӗ шӑпаллӑ сӑнарӗсем урлӑ? Кам вӑл Нарспи паянхи ӑрушӑн? Мӗнле вӑрттӑнлӑхсен тупсӑмӗ уҫӑлать хайлава ҫырнӑ хыҫҫӑн ҫӗр ҫул иртсен? Константин Иванов ячӗллӗ театр ҫак спектакльпе куракан умне нумай ыйту кӑларса тӑратать. Постановкӑна сцена ҫине кӑларас тесе ӑна хатӗрлекенсем вӑрах хушӑ ҫӗрне-кунне уями ӗҫленӗ. Ӑна Республика Пуҫлӑхӗн гранчӗпе лартнӑ.
Кашни чӑваш ачаран пӗлекен инкеклӗ юрату историйӗ: пуян ҫемьере ыр курса ӳснӗ чипер Нарспие ашшӗ-амӑшӗ хӑй савакан чухӑн Сетнере мар, аллӑ ҫулччен авланмасӑр "пӗр пус ҫумне ҫур пус хушса" мул пухнӑ Тӑхтамана качча парать. Чӑн юратӑвӗшӗн вӗҫне ҫитиччен кӗрешекен Нарспи сӑнарӗнче Антонина Казеева, Сетнер - Евгений Урдюков. Ҫамрӑксен ӗнентерӳллӗ вӑййи никама та лӑпкӑ хӑвармарӗ.
"Нарспи" тавра "ӑнлантарса парайми" пулӑмсем нумай пулса иртеҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн ҫывӑхне пурне те ҫывхартманни те - темле асамлӑх. Хайлавӑн инсценировкине хӑй вӑхӑтӗнче Александр Кӑлканпа Василий Алакӗр ҫырнӑ, режиссёрӗ Дмитрий Миронов. Илемлӗх ертӳҫи, Борис Манджиев, хальхилле курӑмпа унти хӗрӳ пулӑмсене ҫӗнӗ чӗм панӑ, сӑнарсене урӑх енчен уҫнӑ.
Тӑхтаман сӑнарне те ҫӗнӗ сӑрӑсем хушнӑ. Куракан ӑна пӗр вӑхӑтрах хӗрхенет те, курайми те пулать. Текех мӑшкӑл тӳссе пурӑнма пултарайман Нарспи ку версире наркӑмӑшлӑ яшкана хӑй валли хатӗрлет, анчах ӑна Тӑхтаман ҫиет.
"Нарспи" спектакль ку уйӑхра 24-25-мӗшсенче сцена ҫине тухать.
Марина Карягина, Игорь Ульянов