Ирина Кувшинова Шупашкарта ҫуралнӑ, 6 ҫулччен ашшӗ-амӑшӗпе Кузбасра пурӑннӑ. Зеленодольскри училищере, унтан Чӑваш патшалӑх университетӗнче медицина пӗлӗвӗ илнӗ. Ачаранах хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне, туйӑмӗсене, тӗнче курӑмне хут ҫинче, сӑвӑ йӗркисенче палӑртма кӑмӑлланӑ. Унӑн пӗрремӗш ӳкерчӗкӗ "Весёлые картинки" журналта кун ҫути курнӑ. Кулленхи ӗҫрен пушанса чунпа канма сӑвӑ-калав, юрӑсем, картинӑсем ҫырать. Хӑйӗн хайлавӗсене вӑл паянхи кун тӗлне 4 кӗнекепе пичетлесе кӑларнӑ.
2002-мӗш ҫулта Ирина Кувшинова Роман Ильин художник патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Унӑн ӗҫӗсемпе ҫулленех "Бичурин тата паянхи самана" музей ирттерекен "Хамӑр Ен" куравра паллашма пулать. Хӑйӗн ҫавраҫулӗ тӗлне йӗркеленӗ экспозицие Ирина Нива акварель, гуашь меслечӗпе, ҫуллӑ сӑрӑпа, кӑранташпа ҫырнӑ картинӑсем тӑратнӑ.
Тӗнчене урӑх куҫпа куракан, хаклакан Ирина Кувшинова юрлама та ӑста. Унӑн "Дождь" ятлӑ хайлавне шӑрантаракан Максим Алексеев Питӗрти фестивальте 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Пӗрремӗш курав уҫӑлнӑ ятпа автора тӑванӗсем, ӗҫтешӗсем, ӳнерҫӗсем, хӑйпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсем саламларӗҫ. Вӗсем унӑн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗпе савӑннине, хавхаланнине палӑртрӗҫ. Ирина Кувшинова ӗҫӗсен куравӗпе Наци библиотекинчи "Серебряный век" галерейӑра ака уйӑхӗн вӗҫӗччен палашма пулать.
Алиса Александрова, Николай Семенов