Форума хутшӑннӑ экспертсем, предприятисемпе организацисен ертӳҫисем, харпӑр хӑй ҫине ӗҫлекенсем, усламҫӑсем регионти промышленность производствипе ҫыхӑннӑ ыйтусене, ҫитес ҫултан вӑя кӗрекен ҫӗнӗлӗхсене сӳтсе яврӗҫ. Пухӑннисене регион ертӳҫи Олег Николаев саламларӗ. Ӗҫе пахалӑхлӑ туни - предприятин ӑнӑҫлӑ аталанӑвӗн тӗп енӗ пулнине палӑртрӗ. Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хальхи технологисене малти рете кӑларма тӗллев лартнӑ.
Олег Алексеевич пӗлтернӗ тӑрӑх, промышленность ӳсӗмӗн кӑтартӑвӗпе пирӗн регион Раҫҫейре чи ӑнӑҫлисен шутӗнче. Форумра бизнес аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисене, ҫӗршыври чи лайӑх ҫӗр тавар кӑларакан предприятипе организаци шутне кӗнисене тата ытти конкурсра мала тухнисене чысларӗҫ. Комсомольскинчи потребительсен пӗрлешӗвӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн ятарлӑ премине тивӗҫрӗ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов