17 ноября 2018 05:09   -2°   $65.99 €74.90

01.06.2017 21:21

Етĕрне районĕнчи шкул 10 çул усăсăр ларать

Вĕренни - çутлăх теççĕ пулин те, эпир пăхма сĕнекен сюжетра мар. Етĕрне районĕнчи Тури Мучар ялĕнчи 2 хутлă шкул 10 çул ĕнтĕ çынсен пуç ыратмăшĕ пулса тăнă. Ачасем унта 2008 çулччен пĕлÿ илнĕ. Унтанпа вара çурт пушă ларать. Туянакан тупăнсан та, ял халăхĕ кăмăлсăрланнă. Мĕншĕнне пирĕн корреспондент Леонид Петров вырăна çитсе тĕпчерĕ.

Леонид Петров, Вадим Владимиров

Тури Мучар шкулĕ Çĕнĕ урама пуçлакан 1-мĕш çурт шутланать. Ăна 1991 çулта хута янă. Унпа 17 çул çеç усă курнă пулин те, урам ячĕпе пĕр килмест. Çурт самаях юхăнма ĕлкĕрнĕ. Ялта ачасен шучĕ чакса пынăран, 2008 çулта ăна хупма йышăннă. Тепĕр çултан Мучар ял тăрăхĕн балансĕ çине куçарнă. Вĕренекенсене Мăн Чураш шкулне автобуспа турттарма тытăннă. Çурта пăхса тăма хыснара укçа-тенкĕ пулманран, вырăнти влаçсемшĕн вăл йывăр "тиев" пулса тăнă. Çулсерен нÿрелсе, юхăнса пынă. Çурта 2013 çултанпа сутма хăтланнă, анчах та ăна туянас текенсем тупăнман.

Иртнĕ çул кăна шкул çуртне 3 хутччен аукциона тăратнă. Усси пулман. Юлашкинчен вара муниципалитет йĕркеленĕ комисси çурта юхăннă тесе йышăннă. Вырăнти пуçлăхсене вăл ишĕлсе анса пĕр-пĕр инкек сиксе тухасси хăратнă. Кĕçех, телее, шкула туянас текен предприниматель тупăннă, анчах та савăнăç нумая пыман. Çурта пăсса кайма шут тытнине илтсен, ял халăхĕ хирĕç тăнă.

Чăн та, çынсен пĕр шухăшлăх çук. Хăшĕсем çак лару-тăрура хамăрах айăплă теççĕ. Çынсем яла инвестор килсе пĕр-пĕр предприяти уçасса кĕтсе пурăннă. Тĕрĕслĕх шыраса вĕсем район прокуратурине çырупа тухнă.
Халăх пăлханнине кура шкул çурчĕ паян вырăнтах ларать. Унпа малашне мĕн пулассине хальлĕхе пысăк ыйту.


проститутки чебоксары