11 декабря 2017 18:09   -4°   $59.28 €69.64

29.05.2017 18:14

Тĕп Тĕп хулари пушарта 4 çын пурнăçĕ татăлнăхулари пушарта 4 çын пурнăçĕ татăлнă

Пушар вăрă-хурахран хăрушăрах. Çулталăк пуçланнăранпа «хĕрлĕ автана» пула республикăра 29 çын пурнăçĕ татăлнă. Иртнĕ шăматкун кăна вут - çулăмра Шупашкарти çемье шар курнă.

Екатерина Фомина, Ирина Ромадова, Виктор Степанов

Тĕп хулари Чапаев ячĕллĕ 1-мĕш урамра пушар ирхи виçĕ сехет çурăра тухнă. Йывăç çурт 1936 çулта лартнăскер пулнă, ăна кăмака хутса ăшăтнă. Хваттерсенчен пĕринче пурăннă ар çын çунакан çуртран тухса ĕлкĕрнĕ, тепĕр хваттерти 37 çулти хĕрарăм тата унăн вун ултă, ултă тата тăватă çулти ачисем хăтăлайман. Çак инкек тĕлĕшпе халĕ уголовлă ĕç пуçарнă.

- Пушар лабораторийĕн специалисчĕсемпе следовательсем çулăм юсавсăр электропралукран тухма пултарнине тĕрĕслеççĕ, - РФ следстви комитечĕн ЧР Управленийĕнчи инспектор Ирина Алексеева.
Икĕ çул каялла Канашра пулнă инкеке вара уçăмлатнă. Ун чухне те йывăç çурт кĕлленнĕччĕ. Çулăм виçĕ çын пурнăçне татнă. Следовательсем ку ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Çурта юри вут тивертнĕ пулнă. 31 çулти арçын хăйĕн пĕлĕшĕпе харкашса кайнă та ăна тавăрма шутланă. Хăйне пулăшма вăл 26 çулти юлташне чĕннĕ.

- Следовательсем 23 свидтеле ыйтса пĕлнĕ, 10 экспертиза ирттернĕ, - пĕлтерет РФ следстви комитечĕн ЧР Управленийĕнчи инспектор Ольга Ермолаева.

26 çулти çамрăка суд 17 çуллăха ирĕкрен хăтарма йышăннă, 31 çулти арçынна вара психиатри больницине сипленме янă.